07 октября 2016 г.
Юпа уйăхĕ ваттисен уйăхлăхĕ шутланать. Шăпах çак вăхăтра ветерансем ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Пĕрле тĕл пулса калаçма майсем тупса пани чăннипех те хавхалантарать.
Акă, çак тĕллевпех октябрĕн 8-мĕ-шĕнче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче Европа чемпионачĕсенче пĕрре кăна мар призер пулнă С.И.Зубарева халалласа полиатлон ăмăртăвĕсем (кĕске программа) ирттерме палăртнă. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать. Старта 60 çултан иртнĕ арçынсем, 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем тухма пултараççĕ. Спортсменсем 60 тата 400 метр çуран чупса, дартс персе тупăшĕç. Пурне те шăматкун ăмăртăва кĕтетпĕр.
В.ПУНДЯКОВ.
Источник: "Каçал Ен"