АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламлама вăхăт тупмаллах

07 октября 2016 г.

 Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ ячĕпе район администрацийĕн ларусен залĕнче районти ветерансен совечĕн председателĕсен тата шкул директорĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Канашлура ватăсене тата çамрăк ăрăва пырса тивекен тĕрлĕ ыйтăва çутатнă. Тĕслĕхрен, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова вĕренекенсене çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Çак тĕллевпе шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем, ăмăртусем йĕркелеççĕ. Ачасем "Зарница", "Орленок" çарпа патриотизм вăййисене хастар хутшăнаççĕ, çитĕнĕвĕсем те сахал мар.

Районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев организацисемпе предприятисенче тивĕçлĕ канăва тухнисене чысламаллине каласа хăварнă. Мероприятисем пуçланнă ĕнтĕ. Ĕç коллективĕсенче тĕлпулусем, уяв каçĕсем, концертсем иртеççĕ. Ватăсене сума сăвасси - пирĕн тивĕç.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика