07 октября 2016 г.
Çул çинче çине-çинех инкек сиксе тухни шухăша ярать. Çулсерен машинăсен хисепĕ ỹссе пыни, асăрханусăрлăх, ỹсĕрле руль умне ларни нумай çын пурнăçне вăхăтсăр татать.
Унсăр пуçне юлашки çулсенче уйрăм çынсем хуçалăхра мотоблоксем тытма пуçларĕç. Вĕсемпе çĕрулми лартма-кăларма, пахча сухалама усă кураççĕ. Хиртен утă илсе килме те унпах каяççĕ. Мотоблок хуçалăхра ĕçлемелли транспорт пулсан та, кил хуçисем унпа автомашина вырăнне усă курасси йăлана кĕре пуçларĕ. Çакă вара автоавари патне илсе çитерме пултарнине водительсем пĕрре те пуçа хывмаççĕ.
Çавăнпа та, хисеплĕ водительсем, мотоблок, прицеппа пулсан та, çынсене илсе çỹремелли транспорт пулманнине ан манăр. Прицеп тĕрлĕ груз турттармалли хатĕр иккенне асра тытăр!
Енчен те мотоблокпа автоçул çине тухмалла пулсан хăрушсăрлăх тĕллевĕпе çутта сирекен элементсем вырнаçтармалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнманнишĕн тимĕр урхамах водительне административлă е уголовлă яваплăх тыттарма пултарнине те манмалла мар.
Аса илтеретпĕр: 2016 çулхи иртнĕ уйăхсенче республикăра мотоблоксене тытса пыракансен тимсĕрлĕхне пула 9 çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ, вĕсенче 12 çын аманнă, 5-шĕн пурнăçĕ татăлнă.
Комсомольски районĕпе хуçалăхсенче 473 мотоблок шутра тăни паллă. Шел пулин те, вĕсен хуçисем те час-часах çул-йĕр правилисене пăсаççĕ, ỹсĕрле руль умне лараççĕ. Унсăр пуçне çул çитмен ачасем мотоблокпа çỹрени пăшăрхантарать. Акă, октябрĕн 1 тата 2-мĕшĕсенче ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле рейд йĕркелерĕмĕр, профилактика калаçăвĕсем ирттертĕмĕр.
С.КОКАРЕВ,
патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"