АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ ялав орденĕллĕ "Верхнеднепровски" дивизи

07 октября 2016 г.

Шăп 75 çул каялла 1941 çулхи сентябрь - октябрь уйăхĕсенче пирĕн республикăра стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ йĕркеленнĕ. Вăл 1941 çулхи декабрь пуçламăшĕнче нимĕç фашисчĕсен çарĕпе çапăçăва Рязань облаçĕнче кĕрсе, çапăçусемпе Кенигсберг крепоçне штурмлама хутшăннă. Осовец хулишĕн çапăçса çарăн Хĕрлĕ Ялав орденне тата "Верхнеднепровски" ята тивĕçнĕ.

Дивизи малтанхи çапăçусене кĕнĕ кунсенчех Чăваш республики 324-мĕш дивизие шефа илнĕ, мĕн Çĕнтерỹ кунĕчченех çыхăну тытнă, май килнĕ таран пулăшсах тăнă. Кашни çулах республика делегацийĕ фронтовиксемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Туслă çыхăну фронтовиксене хавхалантарнă, çĕнтерỹсем тума пулăшнă.

Манăн шăпа та дивизи кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Малтан эпĕ Мускав çар округĕнчи запасри 1-мĕш çыхăну полкĕн курсанчĕ пулнă. 1942 çулхи февраль вĕçнелле вĕренỹ программи вĕçленнĕччĕ, экзаменсем парса кĕçĕн командир званине илме хатĕрленеттĕмĕр. Полкри тĕрлĕ подразделенисенчен маршевой рота йĕркелесе фронта ăсатрĕç. Ротăри 152 çын шутне эпĕ те кĕнĕ. Пире ăсатнă чух званисене каярах ярса паратпăр, терĕç. Мана ефрейтор званине 1943 çулта 1095-мĕш полкра пачĕç.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче маршевой рота Сухиничине çитрĕ. Унта 16-мĕш арми штабĕ ĕçленĕ. Кунта пире тĕрлĕ чаçсене пайларĕç.

Ротăри 152 çынран эпир, 25 салтак, стрелоксен 324-мĕш дивизине лекрĕмĕр. Дивизи штабĕнче каллех пайларĕç. Эпĕ уйрăм миномет дивизионĕн телефонисчĕ пулса тăтăм.

Çапăçусем вăхăтĕнче телефон çыхăнăвне йĕркелесси пĕртте çăмăл марччĕ: час-часах кабель татăлнипе çухалать, темле вăйлă вут-хĕм тăкăнсан та çыхăнăва йĕркелемелле, çапăçу лăпланасса кĕтме çук. Ун чухне фронтра, малти линисенче, телефон çыхăнăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă, темиçе хутчен те телефонпа хамăрăн мина уйĕ урлă тăшман позицийĕ çывăхне "секрета" çỹренĕ (çĕрле).

1942 çулхи август уйăхĕнче пирĕнпе юнашар дивизи позицине фашистсем наступлени тума пуçласан пирĕн çыхăну взвочĕ çапăçури дивизипе çыхăну йĕркелесе тăчĕ. Взвод командирĕ вилмеллех аманчĕ. Пире, августри çапăçусене хутшăннисене, икĕ связиста, канма тесе дивизи штабне пĕр уйăхлăха куçарчĕç. Эпир Етĕрне районĕнчи Ирçе каччипе Алексей Яковлевпа штабри çыхăну службине йĕркелесе тăтăмăр.

Манăн юлашки çапăçу Курск пĕккинче пулнă. Тăшман позицине икĕ кун атакăларăмăр, аркатаймарăмăр. Çĕрле пире тепĕр çĕре, малтанхи кун стрелоксен 1093 полкĕ çапăçнă вырăна, подкреплени шучĕпе илсе пынă-мĕн. Вăл полк тăшман позицийĕ çывăхĕнче окопсенче выртнă. Тăшман пуçа çĕклеме паман.

Эпир вырнаçса выртнă позицие ирхине ротăн çĕнĕ командирĕ çитрĕ. Командирсемпе канашлу ирттернĕ хыççăн кашни боец патне çитсе приказпа паллаштарчĕ: ракета сигнал парсанах пурин те атакăна çĕкленмелле, темĕнле вăйлă вут-хĕм тăксан та выртмалла мар, малалла пере-пере ыткăнмалла. "Кам аманмасăрах выртма хăять, хам персе пăрахатăп" тесе асăрхаттарчĕ. Алăра хĕç-пăшал тата сапер кĕреçи çеç пулмалла, шинель скачĕсене, салтак кутамккисене, противогазсене пăрахса хăвармалла.

Сигнал хыççăн пурте çĕклентĕмĕр, чупатпăр. Хăшĕсем вырта-вырта юлаççĕ. Эпир чупса çывхарнă чух 1093-мĕш полк салтакĕсем çĕкленчĕç.

Тăшман позицийĕ умĕнче пĕчĕк шурлăх пулнă, ăна минăланă, йĕплĕ пралук карнă. Минисене сиенсĕрлетме майĕ те, вăхăчĕ те пулман, малта чупакансем минăсем çинче сирпĕне-сирпĕне кайрĕç, ыттисем валли çул уçăлчĕ.

Позицие çавăрса илтĕмĕр. Малалла атакăна тăсма приказ пачĕç. Манăн катушка çинчи кабель сỹтĕлсе пĕтнĕччĕ. Командир çыхăну йĕркелеме хушать. Эпĕ малтан çухалса кайрăм: ăçтан кабель тупмалла? Командир ăнланчĕ. "Чуп-ха, нимĕçсен блиндажĕ патне, тен, сỹтме ĕлкĕреймен", - терĕ. Çаплах пулчĕ. Хамăн хура кабеле нимĕçсен хĕрлĕ кабелĕпе çыхăнтартăм.

Командирпа юнашар чупатăп малалла кабель тăрăх. Сасартăк пуç пĕçерсе кайрĕ. "Пĕтрĕм!" тенине çеç ас тăватăп, тăна çухатнă. Кăнтăрла иртсен икĕ е виçĕ сехет тĕлнелле тăна кĕтĕм. Ман пуçа та, алла та бинтпа чĕркесе пĕтернĕ.

Госпитальте темиçе минутлăха çеç тăн çухатнă. Каçхине мана операци сĕтелĕ çине хучĕç. Пуçа сипленĕ хыççăн алла салтрĕç. "Газовая гангрена, ампутация" терĕç. Хирургсен ушкăнĕнче хĕрарăм госпиталь начальникне, тĕп хирурга чĕнме сĕнчĕ. Канма выртнă тĕп хирург часах çитрĕ. "Совсем молодой, давай попробуем спасти ему руку", терĕ. Операци турĕç. Тĕрлĕ госпитальсенче сыватрĕç. 1944 çул пуçламăшĕнче Новосибирск госпиталĕнчен киле таврăнтăм.

Дивизи ветеранĕсем Мускавра та, Шупашкарта та тĕл пулатчĕç. Халь пирĕн йыш сахалланчĕ. Çакăн пек çыхăннă манăн пурнăçăм 324-мĕш дивизипе. Вутлă вăрçă çулĕсем тата тăван çемьере яланах асăмра.

Ревокат МОИСЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика