07 октября 2016 г.
Шкул ачисене тăван тавралăха юратма, ĕç çыннисене хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе нумаях пулмасть "Ĕç çыннине мухтар" республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ.
"Пур професси те пĕлтерĕшлĕ" номинацие 1-4-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ỹкерчĕксем хатĕрлерĕç. Йăлмахва пуçламăш шкулне çỹрекен Ирек Бедертдинов, Азат Атакаев (ертỹçи Г.Феткуллина) пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче пĕлỹ пухакан Есения Чернован, Дмитрий Анисимовăн (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) ĕçĕсем - иккĕмĕш вырăнта. Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Матвей Копташкин, Эльвира Демьянова виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Кунта вĕренекенсен педагогĕсене те палăртса хăварни вырăнлă: Л.Н.Белкова, А.Н.Калюкова, Т.В.Салаева.
5-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем "Славу мы поем рабочим силам" номинацире тупăшрĕç. Вĕсем ĕç çыннисем пирки рефератсем хатĕрлерĕç, тĕпчев ĕçĕсем çырчĕç.
Комисси членĕсем Аслă Чурачăкра вĕренекен Катя Лукиянован ĕçĕ чи лайăххи тесе палăртрĕç (ертỹçи Т.Б.Мальчикова). Ирина Копташкина (Асанкасси вăтам шкулĕ, ертỹçи Е.Н.Лазарева) ĕçĕ - иккĕмĕш вырăнта. Юрий Воронов (Нĕркеç вăтам шкулĕ, ертỹçи Н.И.Плеткина), Аяз Зейдуллин (Чĕчкен тĕп шкулĕ, ертỹçи Г.И.Зейдуллина) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсене республикăри конкурса янă. Вĕсем унта та палăрасса шанатпăр.
Н.МАКСИМОВ,
районти ачасене хушма пĕлỹ паракан центр директорĕ.
Источник: "Каçал Ен"