07 октября 2016 г.
Çак кунсенче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников, "Чувашупрдор" КУ директорĕн çумĕ Алексей Алексеев пулчĕç. Ĕçлĕ тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Министр чи малтанах "Çĕрпỹ - Ульяновск" автоçул çинчи Анат Тимĕрчкасси - Тури Тимĕрчкасси ялĕсем хушшинче тăвакан çулпа кăсăкланчĕ. Кунта 1,968 километрлă çула сарас ĕçе "Воддорстрой" ООО подряд организацийĕ пурнăçлать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин объект хакĕ 35439,385 пин тенкĕпе танлашнине пĕлтерчĕ. Подрядчик вара планри тата пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ, уяр кунсемпе усă курса туллин ĕçлеме шантарчĕ.
Транспорт министрĕ Михаил Резников ĕç майĕпен пурнăçланнипе кăмăлсăр юлнине пĕлтерчĕ:
- Юлашки эрнесенче час-часах çумăрлă çанталăк тăчĕ. Ку вара, паллах, çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарать. Çапах та çул-йĕр тăвакансене ĕç графикне çĕнĕрен пăхса тухма сĕнетĕп. Эрне варринче çумăр чăрмантарсан, кану кунĕсенче те ĕçлеме пулать-çке. Çавăнпа та тепĕр уйăхран килнĕ çĕре çĕнĕ çул пуласса шанатăп.
Октябрь уйăхне кĕтĕмĕр, часах çанталăк сивĕтме те пуçлĕ. Лайăх кунсем тăнипе усă курса çула сарса пĕтерессе шанас килет. Икĕ ял çыннисемшĕн вăл чăн-чăн парне пулĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"