АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн портал - пиллĕкмĕш

07 октября 2016 г.

 Чăваш Республикин "Открытые данные" порталĕ Раççейре лайăххисен шутне лекнĕ. "Инфометр" тытăм интернет-сайтсен уççăнлăхне хакланă та, пирĕн регионти лайăххине пĕтĕмлетнĕ. Республикăн порталĕ çĕршывра пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Сайтсене 87 параметрпа хакланă. Чăваш Енри портал экспертсемпе тĕрлĕ информаци шыракансене 89,2 процент тивĕçтерет. Пĕлтĕрхинчен ку кăтарту 4,6 процент лайăхланнă. Регионсенчи порталсен уççăнлăхĕ вăтамран 48,37 процентпа танлашать.

"Открытые данные" портала Чăваш Енре 2013 çулхи раштав уйăхĕнче ĕçлеттерсе янă. Унта кĕрсе куллен кирлĕ самай информаципе паллашма пулать, çав шутра пĕр-пĕр предприяти-организаци адресĕнчен пуçласа инвестици проекчĕсем таранах пĕлме май пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика