АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххисен йышĕнче

07 октября 2016 г.

Раççей Федерацийĕн Наукăпа вĕрентỹ министерстви çĕршыври чи лайăх шкулсен списокĕпе паллаштарнă. Асăннă рейтингра чи пысăк результатсем кăтартнă 500 вĕренỹ учрежденине, ялти чи лайăх 200 шкула, вĕренекенсен пултарулăхне аталантаракан чи лайăх 200 вĕренỹ организацине палăртнă.

Республикăри тата районти шкулсем асăннă рей-тингра пурри вара уйрăмах савăнтарать. Тĕслĕхрен, 2014 çулта республикăри 5 шкул, 2015 çулта - 11 шкул, кăçал 20 шкул чи лайăх вĕренỹ организацийĕсен йышне кĕнĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ яллă вырăнти чи лайăх шкулсен хушшинче çирĕпленни те коллектив тăрăшуллă ĕçленине çирĕплетет. Педагогсен тĕллевĕ - ачасене тарăн та паха пĕлỹ парасси. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ, тăтăшах çĕнтереççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика