07 октября 2016 г.
Кăçал çĕрулми, пахча çимĕç пỹлмесене питĕ йывăррăн кĕрет. Юлашки вăхăтра час-час çумăр çуса тăнăран кĕрхи ĕçсем чăннипех те вăраха кайрĕç. Пĕр-икĕ кун хĕвел пăхать те, çанталăк татах улшăнать. Тăрăшса ĕçлеме майĕ те, кунĕ те çителĕксĕр. Апла пулин те районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ĕçченĕсем алă усса лармаççĕ, кашни типĕ куна "вăрлама" тăрăшаççĕ. Пурте вăй çитнĕ таран уй-хирте кăштăртатаççĕ. Вĕсем çеç мар, районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче, район администрацийĕнче тăрăшакансем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем те ял çыннисене пулăшма тухрĕç. Пурин те пĕр тĕллев - çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртесси.
Кĕçнерникун Васильев фермер хуçалăхĕн тата "Комсомольские овощи" ООО уйĕсенче пулса курма тỹр килчĕ. Çĕрулми анисем çинче ĕç вĕрет. Ĕçченсем копалка кăларнă çĕрулмине пуçтарса сеткăсене тултараççĕ, çийĕнчех трактор çине тиесе упрама ăсатаççĕ. Вăр-вар ĕçленĕрен, витресем те, сеткăсем те наччасрах тулаççĕ. Юнкун уйра тăрăшакансем "иккĕмĕш çăкăра" 4 гектартан пуçтарса кĕртнĕ, паянхи тĕллев - тепĕр çавăн чухлĕ лаптăка пушатасси. Çанталăк ĕçлеме парсассăн, асăннă хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăра" 2-3 кунра кăларса пĕтермелле.
Çавăн пекех "Дружба" ЯХПК, Н.Самаринăн, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕсен уйĕсенче те тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем тăрăшаççĕ. Паянхи кун çĕр ĕçченĕсене алă тăсса пани, пулăшма васкани темрен те паха.
Районти хуçалăхсенчен пĕринче - "Слава картофелю" агрофирмăра - кăçал чи нумай лаптăк (314 гектар) çĕрулми çитĕнтернĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне вара 230 гектар çинчен "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртнĕ. Ĕçсем малаллах пыраççĕ. "Комсомольские овощи" ООО-ра пахча çимĕç культурисене вăхăтра пухса илес тесе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çавна май уй-хирте тăрăшакансем васкасах кишĕр, çĕрулми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, Хирти Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнче 20 гектар çинче çитĕнтернĕ кишĕртен 8 гектарне пуçтарса кĕртме май çитернĕ. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ ĕçченсем тăрăшуллă ĕçлени куç кĕрет. Ешчĕк хыççăн ешчĕк тулать. Канса ларма вăхăт çук. Çанталăк сивĕтни тата ĕç укçине мĕн чухлĕ пуçтарнине кура тỹлени те васкаса ĕçлеме хистет пулас. Кăларнă кишĕре тасатса тỹрех йы-вăç ешчĕксене тултараççĕ, трактор çине тиесе хранилищĕсене ăсатаç-çĕ.
Кал-кал ĕçлени, пĕр-пĕрне пулăшни çеç уй-хир культурисене вăхăтра пуçтарса кĕртме май парĕ.
Н.АРХИПОВА,
А.ЕФРЕМОВА.