04 октября 2016 г.
Ватă çынна хисеплесе чыс туни темĕнле парнерен те хаклăрах. Ăшă сăмах калани, сывлăх сунни те вĕсен кăмăлне çĕклет. Октябрĕн 1-мĕшĕнче вара аслă ăру çыннисене сума суса уяв туни паха. Акă, Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсем те кăçал черетлĕ уява пухăнчĕç. Пĕрле пухăнса калаçнине мĕн çиттĕр?
Ватăсене чи малтанах "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕ. Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа та, ĕç-хĕлпе те кĕскен паллаштарчĕ вăл. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ватăсене ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав турĕ.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уява Людмила Макаровăпа Валери Туркай ертсе пычĕç. Ялта пурăнакан ватăсем пĕр-пĕрне час-часах кураймаççĕ. Тĕл пулса калаçма май килни, пĕрле савăнма пултарни, сĕтел хушшине ларса чей ĕçни вара чăннипех те савăнтарать. Вĕсем пурте вырăнти колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă, ырми-канми тăрăшнăшăн кашнинех Хисеп грамоти, Тав хучĕ парса чысланă. Вĕсем те хăйсене сума сунăшăн тав турĕç.
Л.МАКАРОВА,
Хырай Ĕнел ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ.
Источник: "Каçал Ен"