04 октября 2016 г.
Ноябрь уйăхĕн варриччен "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Анатолий Спиридонов паллă ỹнерçĕн куравĕ иртет. Хăйĕн персоналлă выставкине Анатолий Николаевич юбилейне халалланă.
Анатолий Спиридонов ỹнерçĕ 1956 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă. Набережные Челны хулинчи ỹнер училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Мускаври Н.К.Крупская ячĕллĕ университета вĕренме кĕнĕ. 1982-1992 çулсенче Анат Камăри автомашина заводĕнче художник-оформительте ĕçленĕ. 1992 çулта вара Ирĕклĕ художниксен ассоциацине йĕркелесе янă, асăннă ассоциацин ертỹçи те хăех пулнă. 30 çул хушши ĕнтĕ ỹнерçĕ Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе çывăх çыхăну тытса тăрать, вĕсен портречĕсене ỹкерсе парнелет. Çавăн пекех парнесене унăн тăван шкулĕн вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан вĕренекенĕсем те тивĕçнĕ.
Анатолий Николаевич мăшăрĕпе, Людмила Николаевнăпа, икĕ ачана çут тĕнче парнеленĕ, паянхи куна икĕ мăнукне ỹстерме пулăшаççĕ. Спиридоновсем Шупашкар хулинче пурăнаççĕ, ỹнерçĕ алли айĕнчен мастер-скойĕнче 10 пин ытла картина тухнă.
Ỹнерçĕсен искусствине кăмăллакансене курав вĕçлениччен музее çитсе курма чĕнетпĕр.
А.ПОЛЯКОВА.
Источник: "Каçал Ен"