АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр

04 октября 2016 г.

Пуян вилет - мул юлать,

Ыр çын вилет - ят юлать, - теççĕ халăхра.

Эпир хамăр ĕçпе-профессипе кирек кам пулар - камăн та пулин вĕренекенĕ е пулнă, е пулăпăр. Çавна май педагог профессине суйланă çынсен ĕç-хĕлне кашнинех курма, хамăра май хаклама пултаратпăр. Вĕсен йышĕнче хамăршăн чи хаклисен сăнарĕсене ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр.

Сăмахăм паян пире вĕрентнĕ учительсем çинчен пырĕ. Эпир, вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ачасем, Асанкассинчи 7 çул вĕренмелли шкула 1951 çулта 1-мĕш класа кайрăмăр. Çитес çул шкул парти хушшинчен тухнăранпа 60 çул çитет те ĕнтĕ. Шел пулин те, пире пĕлỹ панă вĕрентекенсенчен пĕр Анна Игнатьевна Дяткина çеç пурăнатчĕ, вăл та кăçал пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Эпир шкула çỹренĕ тапхăр çăмăлах пулман: пиртен çĕленĕ сумкка çакса, чернилсем ан тăкăнччăр тесе вĕсене алăра тытса, çăпатасем сырса шкула утаттăмăр. Учительсене те çав вăхăтра питĕ йывăр пулнă, пире вĕрентме вĕсем кỹршĕ ялсенчен çуранах çỹретчĕç. Асăмри вĕрентекенсене асăнса хăварас килет: Николай Сергеевич Ронин, Николай Сергеевич Безрукин, Петр Дементьевич Дяткин, Максим Осипович Салаев, Иван Семенович Храмов, Валентина Федоровна Нина Александровна Сумзина, Зоя Константиновна Уткина (1-мĕш вĕрентекен), Николай Андриянович Андриянов.

Çак учительсем ĕнтĕ пире шутлама-çырма, вулама çеç мар, ĕçлеме те вĕрентнĕ. Вăрçă хыççăн хуçалăхсене çĕнĕрен ура çине тăратма йывăр пулнă. Шкул пахчине те шкул ачисемпе пухăнса Кĕтне хĕрринчен хăва йăтса çатан карта тытса хунăччĕ. Йĕкел пуçтарма çỹресе шкула валли радио туянса çакса хунăччĕ. Шỹтлесе "Йĕкел калаçать" теттĕмĕр вара çав радио пирки.

Николай Сергеевич вĕрентекен мастерскойĕнче пире тĕрлĕ-тĕрлĕ япаласем ăсталама хăнăхтаратчĕ, унпа пĕрлех шкул пахчинче пахча çимĕç акса çитĕнтереттĕмĕр. Вăл панă уроксем пире шкул хыççăнхи пурнăçра та ытлашши пулман.

Ачамăрсене ăс панă учительницăна та асăнса хăварас килет. Вăл - Елена Сергеевна Совина. Елена Сергеевна Дубовка шкулĕнче ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшнă.

Учительсем çынна хисеплеме, ырă кăмăллă, сăпай пулма вĕрентнĕ. Атте-аннене хисеплеме, пулăшма хăнăхтарнă. Вĕсен çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранса юлнă.

Шел те, пĕрле вĕреннисенчен те нумайăшĕ çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Çитес çулхи Троица кунхине шкул пĕтернĕренпе 60 çул çитнĕ ятпа пĕрле вĕреннисемпе тĕл пуласчĕ. 1957 çулта Асанкассинчи 7 çул вĕренмелли шкултан тухнисем, çакăн çинчен шутласа пăхсамăрччĕ.

Тамара ГРИГОРЬЕВА.

Киров ялĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика