АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог, ỹнерçĕ, спортсмен

04 октября 2016 г.

Учительсен профессиллĕ уявĕ çывхарса килнĕ кунсенче, тахçанах ĕмĕтленнĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе, алла ручка тытрăм. Сăлтавĕ витĕмлĕ. Нумай çул вĕрентỹ ĕçĕнче, спортра тачă çыхăнса пĕрле ĕçленĕ çыннăмăр çинчен хамăр район хаçатĕнче çырас шухăш тахçанах пуçа пăралать. Вăл - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ Федор Васильевич Гаврилов. Унăн педагогика стажĕ 30 çул ытла. Асăннă шкулта кăна çак пултаруллă, уçă кăмăллă, сăпайлă, яланах пулăшма хатĕр çын 22 çул (1984 çултан пуçласа) вăй хурать.

Районти искусство шкулĕнче ачасене сăнарлă искусство предметне вĕрентессине тивĕçлĕ шайра туса пырса, вĕсен илемлĕх культурине ỹстерес тесе сахал мар тăрăшнă. Вĕренекенĕн ăс-хакăлĕ, кăмăлĕ, шухăш-туйăмĕ, психика тĕлĕшĕнчи пултарулăхĕ пĕтĕмпех тенĕ пек çавăнпа çыхăнса тăрать-çке. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене технологи, рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентессинче Федор Васильевич професси тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайри учитель. Кулленхи ĕçĕнче пысăк яваплăха туйса вăй хурать. Кирек мĕнле ыйту çине те унран ырă сĕнỹ кĕтсе илетĕн. Ĕçре вăхăтне, вăйне шеллемест. Занятисем иртекен мастерской пур енчен те вĕрентĕве тивĕçлĕ шайра йĕркелеме май парать. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсенче, конкурссенче пысăк наградăсене тивĕçеççĕ. Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче те парнесем, дипломсем çĕнсе илеççĕ.

Федор Гаврилова районти шкулсенчи технологи учителĕсем хăйсен методика пĕрлешĕвĕн руководителĕ пулма шаннă. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларас тесе пĕрлешĕвĕн ĕçне йĕркелеме сахал мар тимлĕх уйăрать вăл. Çулсерен учительсен фестивалĕ уяв ша-йĕнчех иртет.

Ĕçе юратакан çын тем тума та вăхăт тупать. Вăл - ỹнерçĕ те. Федор ỹкернĕ картинăсем паллă ỹнерçĕсен ĕçĕсенчен пĕрре те аякра тăмаççĕ. Федор Васильевич портретсемпе ытларах ĕçлет, пейзаж ỹкересси те малти вырăнта тăрать. Акă, сăмахран, пĕр çулхине учитель хăй вĕрентекен ачасен портречĕсене ỹкернĕ. Кашни ача савăнчĕ, учитель çывăхнерех туртăнчĕ, вĕренсе кăмăлне çĕклерĕ. Унăн картинисен выставкине те пĕрре мар йĕркеленĕ.

Ачасен чĕринче хавхалану туйăмĕ çуратнипе кăна мар, Федор Васильевич спортра та хăйĕн тỹпине çỹлте тытать. Çамрăкрах чухне çăмăл атлетикăра начар мар çитĕнỹсем тунă. Каярахпа вара сĕтел çинчи теннис вăййисенче чаплă çитĕнỹсем туса пынă, республикăри паллă спортсменсенчен те выляса илнĕ. Тренер тивĕçне пурнăçлама тытăнсан вара, шкул теннисисчĕсем пĕрремĕш вырăна хăйсен аллинчен вĕçертмен. Кашни турниртан чаплă çĕнтерỹпе таврăннă. Республикăри ăмăртусенче Федор Васильевич ертсе пыракан команда хăйĕн чысне çĕре ỹкермен, çĕнтерỹшĕн талпăннă. Кунта вара ачасене тренерăн тĕслĕхĕ хавхалантарнă, çавăнпа çĕнтерĕвĕсем те килсех тăнă. Çак пулăмсем пĕтĕмпех манăн чĕре витĕр тухнă, мĕншĕн тесен эпĕ те чылай çул сĕтел çинчи теннис вăййисене юратакан ачасемпе ĕçленĕ. Учительсен кунĕ çитсе пынă кунсенче çак педагог пирки мĕнле-ха ырă сăмахсем каламăн? Çитменнине, пире Федор Васильевичпа иксĕмĕре вĕрентỹ ĕçĕ, спорт туслаштарнă.

Н.МАКСИМОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика