АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача мĕнпе интересленет?

30 сентября 2016 г.

Ача мĕнпе интересленесси ытларах вăл миçе çулта пулнинчен килет. Çавăн пекех характер уйрăмлăхĕсем тата мĕнле условисенче ỹсни те пысăк витĕм кỹреççĕ. Ача кĕнекене юратма вĕрентĕр тесен, вĕсемпе май килнĕ таран иртерех паллаштарма тăрăшмалла, ăна кăсăклантарма пултаракан калавсемпе сăвăсем вуласа памалла.

Тĕпренчĕкĕ мĕнпе интересленнине пĕлни ашшĕ-амăшне питĕ кирлĕ, çакă вăл ача вĕренỹ çине мĕнле пăхнине чухлама май парать. Пурне те пĕлес туйăм кĕçĕн çулхисенче ытларах курăнать, ỹснĕçемĕн вара вĕсен туртăмĕ пĕр енлĕ кăна палăракан пулать. Ача мĕн чухлĕ нумайрах япалапа кăсăкланать, вăл çавăн пек лайăхрах вĕренет, нумайрах пĕлекен пулать, тавракурăмĕ те аталаннăçемĕн аталансах пырать.

Ача мĕнпе кăсăкланнине пĕлни ашшĕ-амăшне вĕсен пултарулăхне кирлĕ пек аталантарма пулăшать. Çавăн пек пултăр тесен аслисен çакна тĕпе хумалла:

- ачана хальхи тапхăрта хăйĕн тĕп ĕçне тума чăрмантаракан интересĕсене майĕпен вăйсăрлатма тăрăшмалла;

- ача пĕр-пĕр усăллă ĕç патне туртăннине сиссен çак ĕçе аталантарма пулăшмалла;

- чи йывăрри вара - ачана хăйне килĕшсех кайман, анчах пурнăçра кирлĕ пĕлỹсене вĕрентмелле.                                                                                                                                              Н.ШАМБУЛИНА, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика