30 сентября 2016 г.
"Усал сăмахпа вĕлерме те пулать", - теççĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Ырă сăмахпа вара сыватма пулать тени те йăнăш мар. Енчен те сăмах вăл - çын ячĕ пулсан? Мĕне ăнлантарать-ха çынна паракан ят? Раççейре мĕн авалтанах Римри хĕн-асапа тỹснĕ Вера, Надежда, Любовь хĕрсене тата вĕсен амăшне Софийăна хисепленĕ. Вĕсен ячĕсем те чи юратнисен хушшинче çирĕпленнĕ.
Çавăнпа пĕрлех мĕн авалтанах вĕсене кĕлĕ вулани тĕрлĕ чирсенчен пулăшма тата шăм-шак ыратнине ирттерсе яма пултарнине ĕненнĕ. Ахаль халăх Вера, Надежда, Любовь çветтуйсене асăнмалли куна уявлама та кăмăлланă. Паянхи кун та сентябрĕн 30-мĕшĕ хĕн-асап тỹснĕ хĕрсен ячĕллĕ хĕрарăмсен кунĕ шутланать. Çак сăваплă уяв умĕн эпĕ пĕр çемьене çитсе килтĕм, кунта 5 ача, вĕсенчен аслисене вара Вера, Надежда, Любовь ят хунă. Мĕншĕн çавăн пек ят панă? Ăнсăртран пулса тухнă-ши? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем тупма Çĕнĕ Каçал ялне Лаврушкинсен çемйине çитрĕм.
Пĕчĕк çыннăн чĕри чăмăр, тенĕ ваттисем. Пĕвĕпе лутра пулин те, çамрăк чухне Нинăн ĕçре ал-ури выляса çеç тăнă. Кирек ăçта тăрăшсан та çаврăнăçулăхпа, пултарулăхпа палăрнă хĕр. Палăрса тăнă çеç мар, халĕ те, çичĕ теçетке патнелле çывхарса пырать пулин те, алă усса лармасть. Эпĕ хăнана килсен те маттур хĕрарăм хĕле валли сок-компот, хăяр-помидор хупатчĕ, урайĕнче хатĕр банкăсенчен пушă вырăн та курăнмастчĕ.
Нина Васильевна Асанкасси ялĕнче Школьниковсен çемйинче çуралнă. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Воронежри кăшман туса илекен совхоза ĕçлеме кайнă. Тăван тăрăха таврăнсан вара Дубовкăри кирпĕч заводĕнче вăй хума пикеннĕ. Кунта паллашнă та ĕнтĕ вăл Çĕнĕ Каçал каччипе Петрпа. Петя та çамрăк та çаврака питлĕ, ытарма çук хитре хĕре алăран вĕçертмен, качча тухма ыйтнă.
Петр Алексеевич та хăйĕн тăрăшулăхĕпе мăшăрĕнчен кая мар. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Германире 3 çул хĕсметре тăнă. Казахстанри сăрт-ту училищине вĕренсе пĕтерсе çавăнтах шахтăра экскаваторщикра ĕçлеме юлнă. Ашшĕпе амăшĕ килте пĕчченех тăрса юлнипе Петьăн тăван ялах таврăнма тивнĕ. Дубовкăри кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ вăл.
"Салатма çур талăк та, пуçтарма çулталăк", тенĕ ваттисем. Хăй вăхăтĕнче кĕрлесе ларнă, çулталăкне пин-пин кирпĕч çапса, хĕртсе кăларнă завод вырăнĕнче халĕ ишĕлчĕксем анчах юлнă. "Пĕр пытармасăр калатăп, çак вырăнтан иртсе кайнă чухне чун хурланать. Асаилỹ авăрне путатăп та куçсем шывланаççĕ", - сăмахне малалла тăсать Нина аппа.
Нина Васильевна кирпĕч заводĕнчен "Комсомольский" совхоза ĕçлеме куçнă, унта тĕрлĕ должноçра ĕçлесе курнă вăл, тăрăшулăхне кура ăна бригадир пулма та сĕннĕ, каярах агронома вĕренме янă. Асăннă совхозра маттур хĕрарăм 15 çул ытла бригадирта вăй хунă.
Петр Алексеевич вара 1969 çулхи октябрь уйăхĕнче Канаш районĕнчи Сиккассинчи вăрман хуçалăхне лесника куçнă. Унта вăл 30 çул ытла чунне парса тăрăшнă. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Лаврушкинсем 5 ача çуратса ỹстернĕ тесе çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ. Çветтуйсен ячĕсене хума Верăран пуçланă. 1969 çулта сентябрь уйăхĕнче хĕр çуралсан ăна мĕнле ят парассине çывăх тăванĕсемпе пĕрле çамрăк мăшăр нумай шутланă, Роза ят хурас сĕнỹсем те пулнă. Анчах та пепкен аслашшĕ Алексей Данилович хистенипе Вера ят пама шутланă. Вера Канаш хулинче çĕвĕç-моториста вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ çемйипе ашшĕ-амăшĕнчен инçех мар Дубовка ялĕнче пурăнать. Вăл мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çи-тĕнтернĕ. Хĕрĕ Снежана вара - çемьен мухтавĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ те ун пирки савăнăçне пытараймасăр каласа параççĕ. Снежана Мускав хулинчи вĕренỹ заведенине хăй тăрăшнипех хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, экономист-бухгалтер профессине алла илсе ĕçе те вырнаçнă.
1972 çулта иккĕмĕш хĕр çуралсан Лаврушкинсем нумай шутламан, Ĕненỹ пур тăк Шанчăк та çемьене тытса тăтăр тенĕ, çĕнĕ кайăка Надежда ят панă. Вăл çитĕнсе, мăшăрланса çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хулари столовăя ĕçлеме вырнаçнă та ĕç вырăнне тек улăштарман, паянхи кун та унтах тăрăшать.
Паллах, мăшăра пĕр-пĕрин патне туртăнма хистекенĕ, çут тĕнчене те тытса тăракан хăватлă туйăм вăл - юрату. Виççĕмĕш хĕрĕ Любовь та ашшĕ-амă-шĕнчен инçех кайман, Çĕнĕ Шăхран каччипе пĕрлешсе Дубовка ялĕнче çурт хăпартнă. Люба Комсомольскинче сутуçăра ĕçлет.
Виçĕ хĕр хыççăн Лаврушкинсен çемйинче 1977 çулта Костя ывăлĕ çуралсан Петр Алексеевич чунтан хĕпĕртенĕ. Костя та, ашшĕ пекех, вăрман хуçалăхĕнче нумай çул вăй хунă. Халĕ вара вăл çемйипе Комсомольскинче пурăнать, ĕçлеме вара Мускав хулине çỹрет. Лаврушкинсен кĕçĕн хĕрĕ Елена Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, вырăнти кирпĕч заводĕнче лаборанткăра ĕçлет.
Петр Алексеевичпа Нина Васильевнăн ачисем, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ-ĕçлеççĕ пулин те, час-часах тăван килте пуçтарăнаççĕ, ашшĕпе амăшне пулăшма васкаççĕ. Çакă вĕсене Лаврушкинсем мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернине çирĕплетет. Кашни уявах пĕртăвансем пĕрле ирттереççĕ. Нина Васильевна та 5 ачипе пĕтĕм мăнукĕ пĕр килте пухăнсан чунтан савăнать.
Паянхи кун та маттур, вăр-вар та йăрă хĕрарăм пахчара тăрмашать, чăх-чĕп, хур-кăвакал ỹстерет, сысни-сурăхне те çитĕнтерет. Мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕскер, пушă ларма юратмасть вăл. Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет тенĕ. Нина Васильевна пурнăçне çак каларăша асра тытса ирттерет, ачисемпе мăнукĕсене те çапла тума хушать. Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"