30 сентября 2016 г.
Çумăрлă çанталăк татах ял ĕçченĕсене тĕрĕслев витĕр кăларать. Çавăнпа та пĕтĕм хуçалăхра тăрăшса çитĕнтернине пухса кĕртессишĕн ĕçлеççĕ. Ĕç кал-кал пырать теме çук çав. Ĕçлеме çумăр чăрмантарать.
Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрулмин 32,2 процентне кăларнă, 9746 тонна пухса кĕртнĕ, кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 237 центнерпа танлашать.
Республикипе вара çĕрулмин 42,3 процентне кăларса тирпейленĕ. Районти уй-хирсенче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ чăннипех те пысăк. Пахча çимĕç культурисене те тин çеç кăларма пуçланă. Хальлĕхе ĕçе 53 гектар çинче пурнăçланă. Складсене 781 тонна пахча çимĕç кĕнĕ.
Кăçал 866 гектар çинче çитĕнтернĕ куккурусăн 176 гектарне çеç вырнă. Хуçалăхсенче 4582 тонна силос хатĕрленĕ. Ку енĕпе вара уйрăмах "Искра" колхоз (1400 тонна), "Слава" ЯХПК (1090 тонна), "Рассвет" ЯХПК (752 тонна) аван ĕçленĕ. Кĕрхи çĕртмене 11760 гектар çинче пурнăçланă.
Çитĕнтернĕ тухăçа хирте хăварас марччĕ, кашни кунпа туллин усă курар, ĕçе хастар хутшăнар. Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ, тĕп агроном.
Источник: "Каçал Ен"