30 сентября 2016 г.
Уильям Шекспирăн паллă пьесинчи Гамлетăн çеç мар, паянхи кун пурăнакансен те çак ыйтăва яваплă хăш-пĕр утăма тăвиччен хăйсене парсан ытлашши пулмастех. Уйрăмах кредит илекен çыннăн поручителĕ пулма килĕшиччен тĕплĕн шухăшласан аван.
Мĕншĕн çапла тума сĕнес килет-ха? Мĕншĕн тесен тĕрлĕ банксенчен, микрокредит организацийĕсенчен кивçен укçа илекен халь питĕ йышлă, кашнинех поручитель кирлĕ. Финанс кантурĕсем умĕнче шаннă çын пулма ытларах чухне кама чĕнеççĕ? Паллах, çывăх çынсене - тăвансене, тус-юлташа, пĕлĕш-тантăша, кỹршĕсене, пĕрле ĕçлекенсене.
Поручитель пулма килĕшиччен кредит илекен çын ăна вăхăтра тỹлесе пырассипе пыраймассине, заемщикăн яваплăхне, тỹрĕ кăмăллăхне виçсе хак памаллах. Малтан вăхăтра тỹлессе, поручителе нуша кăтартмасса сăмах паракан хăш-пĕр заемщиксем кăштахран хăйсем мĕн каланине манса кайнине, банксем пĕрмаях шăнкăравлама пуçланине пĕлĕшсенчен пĕрре мар илтме тивет. Суммисем те пĕчĕк мар-çке, заемщик тỹлеменнипе банксен тавăçĕпе судсем çак тиеве поручитель хулпуççийĕ çине тиеççĕ. Йĕр, тарăх, çапах тỹле! Эсĕ кредит килĕшĕвĕ çине алă пуснă! Телее, мĕнпур заемщик капла мар, уйăхсерен, шăп вăхăт çитсен, парăма татса пыракан ытларах. Çавăн пек йĕркеллĕ çынсене шанма та юрать, ара, çынпа çын пурăнать-çке, паян сана, ыран сан тусна укçа кирлĕ пулса кайĕ, пулăшмаллах пĕр-пĕрне.
Паян йĕри-таврари çынсене кредит илнипе мар, çав парăм хутаççине хамăр çине çакманнипе çеç тĕлĕнтерме пулать пуль. Ара, хальхи пурнăçра илĕртмĕшсем туллиех-çке. Кашни магазинта тем тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ, çак самантра укçăр пулмасан кредитпа илме сĕнеççĕ. Хваттертен, автомашинăран пуçласа кĕсье телефонĕ таранах кивçенле туянатпăр вĕт. Тĕрĕссипе, хăшне-пĕрне ыран-паянах илмесен те юрать пуль, анчах кăмăлăмăр хитре, илĕртỹллĕ реклама еккипе сиккипе чуптарма пуçлать те... кĕрсе ỹкетпĕр вара парăм серепине. Кредитпа туй-çуй ирттерекен те çук мар, ăна вара ытларах чухне ашшĕ-амăшĕн темиçе çул тавăрма тивет. Çамрăк мăшăр çав вăхăтчен уйрăлса каймасан пырĕ-ха, ун пекки те пулкалать. Пурнăçран илнĕ ỹкерчĕксем, мĕн тăвăн.
Юлашки вăхăтра кашни утăмрах микрокредит организацийĕсем кăмпа пек шăта-шăта тухаççĕ. Пирĕн таврара та туллиех вĕсем. "Кунне 2 процент çеç!" тесе ĕнентереççĕ. Шутласа пăхар-и, çулталăкне мĕн чухлĕ пулать? Çулталăкра 365 кун, апла тăк унăн проценчĕ 730-а çитет. Нумай документ пуçтармасăрах укçа тыттарни пуçа арпаштарать пуль-и, нуши хăвалать-и, çав микрокредит организацийĕсен алăкĕсене уçакан та сахалах мар вĕт. Пĕр уйăх тỹлеймесен вара тире сỹсе илеççĕ. Çавăнпа та илмеллех пулсан кредитне паллăрах, лайăх пĕлекен банксенчен ыйтсан аванрах пуль. Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"