27 сентября 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă Отечествăлла вăрçин çапăçу хирĕсенче эрни-эрнипе окопсемпе траншейăсенчен, çĕрпỹртсенчен тухмасăр, пăшала алăран вĕçертмесĕр çапăçнă паттăрсем нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатса тăнăç пурнăçа таврăнма, хăтлă çурт-йĕр çавăрма, юхăннă хуçалăха çĕклеме, ача-пăча çуратса йăха тăсма ĕмĕтленнĕ. Нумайăшĕн ĕмĕчĕ чăнлăха çаврăнайман: вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайман, "эпĕ чĕрĕ-сывă таврăнтăм!" тесе тăванĕсене савăнтарайман. Аслă Çĕнтерĕве туптанисен - чĕррисен тата пуç хунисен - умĕнче эпир кашниех татма çук пысăк парăмра.
Комсомольскинче пурăнакан Павел Сорокин вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Павел Захарович Севастополь хулинчи тинĕс-çар флотне лекнĕ. Пĕрремĕш кунсенчех çапăçусене хутшăнма пỹрнĕ ăна. 1942 çулти июль уйăхĕнче алли-урине амантнă салтак тыткăна лекнĕ. 20 çулхи çамрăка Германири "Салад" концлагере янă. Концлагерьти пурнăç тỹсме çук йывăр пулнине калама та кирлĕ мар ĕнтĕ, аманнă салтака вара тата та йывăртарах лекнĕ. Павел Захарович лагерьте 1945 çулччен пулнă.
Лагерьтен хăтăлнă хыççăн Павел Захаровича тĕрĕслев витĕр кăларса Германире хĕсметре тăма хăварнă. Çапла майпа вăл тăван тăрăха сержант званине илсе 1947 çулта çеç таврăнайнă. Тăлăха юлнă шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн (вĕсем çемьере 8ăн çитĕннĕ) вăл ашшĕ вырăнĕнчех пулнă.
Вăрçă хыççăн Павел Захарович кỹршĕ ялти Елизавета Никифоровнăпа пĕрлешет. Мăшăрĕпе вĕсем 4 ывăлпа пĕр хĕре пурнăç çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Ĕçлеме вара вăл линейлă техника участокне вырнаçнă, мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен унта тăрăшнă, бригадирта ĕçленĕ. Ветеранăн ĕç кĕнекинче те пĕртен-пĕр ĕç вырăнĕ çеç çырăнса юлнă. 40 çул ытла чунне парса тăрăшнăшăн Павел Захарович "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
Паянхи кун ветерана хĕрĕ Валентина пăхать. 9 теçетке çул урлă темиçе çул каяллах каçнă пулсан та, Павел Захарович алă усса лармасть. Вăл çине тăнипех вĕсем кăçал 4 уйăхра çĕнĕ çурт çĕклесе унта пурăнма та куçнă. Пахчара кăштăртаткаласа çỹреме те вăл вăй çитерет, хĕрне пулăшма тăрăшать.
Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсене манманни, сума суни вĕсене уйрăмах савăнтарать. Акă, нумаях пулмасть Павел Захарович патне те хаклă хăнасем килсе кайрĕç. Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен Чăваш Республикинчи союзĕн председателĕ Владимир Крюковский тата союз, "Морское братство" обществăлла организацин районти уйрăмĕн членĕсем çитрĕç, Раççей тинĕс-çар флотне 320 çул çитнĕ ятпа медаль парса чысларĕç. Павел Захарович килнĕ хăнасене хапăл турĕ, вăрçă хирĕсенчи çапăçусем, концлагерьти кунсем пирки каласа пачĕ. Ветеранăн пысăк ĕмĕт пур иккен. Вăл Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче Севастополь хулине çитсе килме ĕмĕтленет. Çавăнпа та хăнасем ăна Севастопольти çĕре тата вăл çапăçнă евĕр пăшала парнеленĕ вăхăтра Павел Захаровичăн куçĕсем шывланчĕç.
Кашни ветеранăн хăйĕн историйĕ, шăпи. Ватă çыншăн парнерен те ытларах тимлĕх, сума суни пахарах. Патшалăх пулăшăвне, çывăх çынсен чун ăшшине туйсах тăччăр вĕсем.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"