27 сентября 2016 г.
Иртнĕ вырсарникун, сентябрĕн 25-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу иртрĕ. Асăннă пулăмран Комсомольски районĕ те айккинче юлмарĕ, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем район центрĕнче, ялсенче старта тăчĕç. Тĕп старт пуçланиччен "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче пурте пĕрле зарядка турĕç.
Кроса пур çын та хутшăнма пултарчĕ: ватти-вĕтти, яшши-çамрăкки... Дистанцие ача-пăча, тĕрлĕ ỹсĕмри арçынсемпе хĕр-арăмсем, ветерансем тухрĕç. "Нацисен кросĕ" чупура ачасем ытларах пулчĕç - садиксене çỹрекенсенчен пуçласа аслă классем таранах. Кĕçĕннисем амăшĕсемпе пĕрле чупрĕç. Куракансем пурне те хавхалантарса кăшкăрчĕç, алă çупрĕç, пĕрле чупрĕç.
Кашни ушкăнра ăмăртса пĕтерсен Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе, парнесемпе чысларĕ. Çав кун стадиона пуçтарăннисем киле çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, ырă ĕмĕт-тĕллевпе утрĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"