АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕререн тав тăватăп

27 сентября 2016 г.

Кашни çулах ылтăн кĕркуннепе пĕрле паллă уяв - воспитательсен кунĕ - килет. Çак ята тивĕçнĕ çынсене çутçанталăк та хăйĕн ырлăхне панăн туйăнать, сарă, хĕрлĕ, ылтăн çулçăсен вăййипе саламлать.

Пирĕн пĕрремĕш воспитатель - "Пилеш" ача садĕнче тăрăшакан Ирина Буланцова. Вăл пире пурнăçри пирвайхи утăмсене тума пулăшнă, киçтĕк тытса пĕлĕтпе çĕре уйăрса ỹкерме вĕрентнĕ. Ирина Макаровна 23 Комсомольскинчи "Пилеш" ача-пăча учрежденийĕнче 23 çул воспитатель пулса ĕçлет. Вăл пире ирхине яланах кăмăллă кулăпа ăшшăн кĕтсе илетчĕ те кунĕпех юмах тĕнчинче ертсе çỹретчĕ, кашни кунах çĕннине вĕрентетчĕ, пурнăçпа тан утма хăнăхтарса пыратчĕ. Эпир кашни çулах районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнаттăмăр, ăс-тăн тупăшăвĕсенче те малти вырăнсене çĕнсе илеттĕмĕр. Унсăр пуçне Ирина Макаровна пире хăйĕн пекех ĕçчен, типтерлĕ, сăпайлă та илемлĕ пулма вĕрентнĕ.

Малтан малалла талпăнма хăнăхтарнăшăн чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Пысăк тайма пуç Сире, пирĕн ытарайми воспитатель. Воспитательсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, хисеплĕ те пархатарлă ĕçре яланах ăнăçу сунатăп.

                                                       Александра МАМУТКИНА, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 1 "б" класра вĕренекенĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика