27 сентября 2016 г.
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче Сĕт фестивальне хаваслă лару-тăрура уçнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсем таварсене экологи енчен таса тирпейлесе кăларнине асăннă. Республикăра сĕт туса илессин калăпăшĕ кулленех ỹссе пынине палăртнă. Вăтамран çулталăкне кашни ĕнерен 5 пин килограмм сĕт сăваççĕ. Республикăри ултă районта - Шупашкар, Елчĕк, Етĕрне, Комсомольски, Вăрнар, Тăвай - кăтарту 5 пин килогрампа танлашать. Çак йышра Комсомольски районĕ пурри уйрăмах хăпартлантарать. Районта çулталăкне вăтамран кашни ĕнерен 5108 килограмм сĕт сăваççĕ. "Асаново" ЯХПК-ра вара кашни ĕнерен 7939 килограмм суса илеççĕ. Асăннă хуçалăхра тăрăшакан Наталья Белова доярка пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне вăтамран 8520 килограмм сĕт суса, республика шайĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Источник: "Каçал Ен"