27 сентября 2016 г.
Комсомольски тăрăхĕ пултаруллă спортсменсемпе пуян. Спортпа туслисен йышĕнче кире пуканĕн ăстисем те пур. Сентябрĕн 24-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, РСФСР спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ 5-мĕш турнира районти маттур спортсменсене халалларĕç. Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ атлетсенчен тăваттăшĕ - Юрий Миронов, Фаил Алиуллов, Александр Андреев, Василий Голландцев - тĕрлĕ çулсенче республика чемпионĕсем пулнă, Пĕтĕм Раççейри турнирсенче çĕнтернĕ, спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă. Апла пулсассăн, çамрăксем те малашне ăмăртусенче палăрасса шанатпăр.
Республика шайĕнчи пысăк ăмăрту пуçланиччен "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче "Çăлтăрпа - зарядка" ирттерни кăмăла çĕклерĕ, сывлăха çирĕплетрĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, район центрĕнчи ача сачĕсене çỹрекенсем хастар хутшăнчĕç унта. Пирĕн ентеш, икĕ хутчен Европа чемпионĕ Сергей Валерьянович Яковлев пуринпе те ирхи зарядка ирттерчĕ.
Зарядка хыççăнах спортсменсем кире пуканĕн ăмăртăвне хутшăнма васкарĕç. Кăçалхипе 5-мĕш хут йĕркелекен тупăшăва республикăри хуласемпе районсенчен, Тутарстан, Мари Эл республикисенчен, Ульяновск, Киров, Мускав, Чулхула облаçĕсенчен 300 ытла спортсмен килсе çитрĕ. Турнира пухăннисене, спортсменсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, кире пуканĕн спорт мастерĕ Юрий Попов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, СССР спорт мастерĕ Сергей Бронников, Чăваш Республикинчи кире пуканĕн федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов тата сумлă ытти хăнасем саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç.
Турнир хуçи Юрий Попов пĕлтернĕ тăрăх, ăмăртусене паянхи кунччен Шупашкарта, Вăрнар, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенче йĕркеленĕ. Пиллĕкмĕш турнира вара Комсомольскинче ирттерме йышăннă. Çакă пĕтĕмпех кире пуканĕн спортне аталантарассипе, ăна сарассипе, ытларах спортсмена явăçтарассипе çыхăннă.
Хĕрсемпе каччăсем, аслăрах ỹсĕмрисем тĕрлĕ виçере вăй виçрĕç. Тĕслĕхрен, хĕрсемпе хĕрарăмсем 16 килограмлă кире пуканĕсене, арçынсем - 24-32 килограмлисене, спорт ветеранĕсем 12-24 килограмлисене йăтса тупăшрĕç. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухнисем те сахал мар. Сăмахран, республикăри тата çĕршыври чылай ăмăрту çĕнтерỹçи, Раççей чемпионĕ Августина Павлова пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Шупашкар хĕрĕ 16 килограмлă снаряда 5 ми-нут хушшинче 122 хут сулласа çĕклерĕ. Чăннипех тĕлĕнмелле. Наталья Сунцовăпа Диана Глухова вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 19 çултан аслăраххисенчен Екатерина Иванова пĕрремĕш пулчĕ, Алевтина Евграфова - иккĕмĕш.
18-ти тата çамрăкрах яш каччăсенчен тĕрлĕ виçере Алексей Леонтьев, Леонид Ярадов, Иван Майоров, Вячеслав Христофоров, Ринат Сафин, Михаил Бабич çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.
Арçынсем хушшинче те тупăшу хĕрỹ иртрĕ. Вĕсен йышĕ самаях пысăкчĕ. Пăхаттирсем 24 килограмлă икĕ "тимĕре" кăкăр çинчен тĕртсе тата пĕрне сулласа çĕклерĕç. 68 килограмлă виçере Дмитрий Курчин çĕнтерчĕ, вăл кире пуканне 93 хутчен çĕклеме пултарчĕ. 85 килограмлисен хушшинче Вячеслав Яшкардин мала тухрĕ.
Кире пуканĕ йăтма кăмăллакан ветерансем те помост çине тухрĕç. Сергей Калашников, Михаил Симонов, Николай Судаков, Андрей Шиморин, Михаил Петров, Владимир Рябов, Владимир Шуряков, Владимир Понихидкин, Владимир Калашниковпа Василий Голландцев (Комсомольскисем) Юрий Попов парнисене тивĕçрĕç.
Республикăра пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ турнирта Ульяновск облаçĕнчен килсе çитнĕ команда çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Елчĕк район команди, виççĕмĕшсем Шупашкар районĕн спортсменĕсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе, кубокпа чысларĕç.
Комсомольскисем кире пуканĕн пысăк турнирне пуçласа хутшăнаççĕ тесен те йăнăш мар. Çамрăксен опыт пухмалли, вĕренмелли чылай-ха. Çавăнпа та шăпах кăçал "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче кире пуканĕ йăтакансен секцийĕ уçăлнă. Ăна Николай Петрович Агусев ертсе пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кире пуканĕ йăтма вĕренес, асăннă спортпа туслашас текен чылайăн, хĕрсем те, каччăсем те пур.
Августина Павлова, Раççей чемпионĕ:
- Паянхи турнирта çĕнтернĕшĕн чăннипех те савăнатăп. Апла пулсассăн, кашни кунах тар тăкса ĕçлени, хатĕрленни сая каймарĕ. Пирĕн çемье кире пуканĕн спорчĕпе питĕ туслă пулнăран, эпĕ мĕн пĕчĕкренех "тимĕрпе" туслашнă. Малтан пĕчĕк виçеллисене йăтаттăм, каярах йывăррисене хăнăхрăм. Алă çине мозоль тăтăшах тухни те кире пуканĕнчен пистермерĕ, туслаштарчĕ çеç. Халĕ вара эпĕ вĕсемсĕр пурăнаймастăп та. Хĕрсем, ан хăрăр, кире пуканĕпе туслашăр!
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"