АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмпаçă! Асăрхан

23 сентября 2016 г.

      Кĕркунне - кăмпапа чи пуян тапхăр. Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вăрман сывлăшĕпе сывласа çỹресси мĕне тăрать! Авăн уйăхĕнче хурăн, ăвăс, кăрăç, тунката, сар, тачка, хыр, масла кăмпи нумай.                                                                         Пĕлмен, иккĕлентерекен кăмпана татмалла маррине асрах тытмалла. Ытлашши ватăлса кайнă кăмпа та сиен çеç кỹрĕ. Унра сиенлĕ япала пуçтарăнать.                                                                                                                                                 Вăрмантан таврăнсан кăмпана тепре тĕплĕ суйламалла, иккĕлентерекеннисене пăрахмалла. Апатра çийĕнчех усă курма е консервлама кăмпана вĕретсе илмелле, вĕретнĕ шывне тăкмалла.                                                                                           Ăнсăртран кам та пулин кăмпапа наркăмăшлансассăн тỹрех васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Пулăшу çитиччен инкеке лекнĕ çынна ытларах шыв ĕçтерме, чĕлхе кăкне пỹрнепе пусса хăстарма тăрăшмалла.

     Сивĕ чей е сĕт, тăварлăрах сивĕ шыв е активлă кăмрăка вĕтетсе шывпа ĕçтермелле.

     Вăрмана кайнă çыннăн паха кăмпа пуçтарасси пирки çеç асăрханмалла мар, çухалса каясран та тимлĕ пулмалла. Акă, кăçал çеç республикăра çынсем вăрманта çухалнă тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнă. Инкек сирĕнпе ан пултăр тесессĕн вăрмана кайиччен чи малтан кĕсье телефонне туллин зарядкăлама тата счет çинче укçа пуррине тĕрĕслеме ан манăр. Пĕрлĕхлĕ çăлав службин номерне (112) пĕлетĕр-и? Телефонăн зарядка пур пулсан кирек хăш çыхăну сечĕнчен те 112 службăна шăнкăравлама пулать. Ун пек чухне пулăшу часах çитĕ, вăрмантан та çăмăллăнах тухăр. Чи пахи - асăрханни. Пĕлмен, çỹресе курман вырăнсенче таçта çити кĕрсе каймалла мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика