23 сентября 2016 г.
Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ỹсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та ан манăр. Сăмах паян грипп пирки пулĕ. Вăл - вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн çĕнĕ тĕсĕпе тĕл пулатпăр. Инфекци çăлкуçĕ - чирлĕ çын, вăл аптраса ỹкнĕрен пуçласа 5-7 кун ыттисене грипп ертме пултарать. Тĕпрен илсен - сывлăш-тумлам мелĕпе. Йăла япалисем, теттесем, аялти кĕпе-йĕм, савăт-сапа урлă куçма пултарнине те асăрхаттараççĕ. Ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăша грипп вирусĕллĕ микропайсем сир-пĕнсе тухаççĕ, 2-10 метр инçĕшне сарăлаççĕ. Сунасланă, ỹсĕрнĕ вăхăтра сăмса-çăвара салфеткăпа е алăпа хуплама, ыттисене хỹтĕлеме тăрăшмалла. Çакна та аса илтерер: чире ура çинчех ирттерекен пĕр çын 20 çынна вирус ертме пултарнине палăртаççĕ. Грипăн инкубаци тапхăрĕ кĕске - 2-3 кун. Унăн пуçламăшĕнче ỹт-пỹ температури хăвăрт 39-40 градуса çити ỹсет, мышцăсем, куç улмисем, пуç ыратма тытăнаççĕ, вăй пĕтет, аппетит чакать, ыйхă пăсăлать. Грипп вирусĕ, тĕпрен илсен, çỹлти сывлав çулĕсене сиенлет, трахея, карланкă, бронхсем шыçаççĕ, çавăнпа типĕ ỹслĕк аптратать. Пыр ыратма пултарать-ха, анчах ку грипп çумне бактери инфекцийĕ хушăннине пĕлтерет. Паллах, чи лайăх меслет - профилактика. Витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри - вакцинаци. Унри вирус организма грипп вирусне сарăлма тата клеткăсене сиенлеме чăрмантаракан антителасем туса кăларма хистет. Ку час-часах чире асăрхаттарма пулăшать. Çапах та ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăткăсланмасăр иртет. Анчах эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь-март уйăхĕсене лекет. Çавăнпа вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни ла-йăхрах. Эпидеми пуçлансан тунă прививкăн витĕмĕ пачах çук пулма пултарать. Вакцинаци ыйтăвĕпе участок тухтăрĕ патне каймалла. Акă, Комсомольски районĕнче те кашни çулах иммунизаци ĕçĕ иртет. Профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшỹллĕн районти 10111 çынна грипа хирĕç вакцинаци тума палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлама Комсомольски тĕп больницине хальлĕхе 3630 доза "Сови-грипп" ятлă вакцина аслисем валли, шкул умĕнхи ачасем валли - 1250 доза "Гриппол плюс", шкул ачисем валли 1100 доза "Ультрик" илсе килнĕ. Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мел те пур. Чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Май килмесен сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пỹлĕмсене тăтăшрах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нỹрĕ татăкпа шăлмалла. Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йỹçекĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çи-мĕçсем - апельсин, йỹçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут - кĕртмелле. Организма çулталăк тăрш-шĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хỹтĕлекеннисенчен пĕри шутланать. И.КОРНИЛОВА, поликлиника фельдшерĕ.
Источник: "Каçал Ен"