23 сентября 2016 г.
Тĕнче ырă çынсемсĕр мар тени тĕрĕсех. Чылайăшĕ палламан, пĕлмен çынсене пулăшу кỹрет, парнепе хавхалантарать. Теприсем çывăх çыннисене, ача сачĕсене, шкулсене пулăшма вăй çитереççĕ. Акă, районти нотариаллă кантур нотариусĕ Любовь Степанова пĕрре кăна мар ачасене парнесемпе савăнтарнă, савăнтарать те. Ыр кăмăллăх ĕçне вăл темиçе çул каяллах пуçăннă. Сăмахран, иртнĕ çулсенче Любовь Витальевна "Колосок" ача садне теттесем парнеленĕ, "Собери детей в школу" акцие хутшăнса вăл йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене çитсе тетрадьсемпе, альбомсемпе, кăранташ-ручкăпа тивĕçтернĕ. Кăçал вара Любовь Степанова нотариус "Нотариат ачасене пулăшать" ыркăмăллăх акцие хутшăнса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне пулăшу кỹчĕ. Вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме, спортзалта тĕрлĕ вăйă выляма мечĕксем парнелерĕ. - Ачасем сывă та çирĕп вăй-халлă ỹсни темрен те паха. Çавăнпа та выльăр, чупăр, спортпа туслашăр, ỹт-пĕвĕре пиçĕхтерĕр, - терĕ парне панă май Любовь Витальевна. Ачасем чунтан савăннине пытармарĕç, малашне спортра пысăк çитĕнỹсем тума сăмах пачĕç. А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"