АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹстернине пухса кĕртесчĕ

23 сентября 2016 г.

      Илдус Миннетуллин, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ:                                                     - Ял ĕçченĕ кĕрхи ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласан чунтан савăнать, кĕр кĕрекине ларма та вăхăт тупать. Анчах та кăçал лару-тăру пачах урăхла килсе тухрĕ. Çĕрулми тата пахча çимĕç пуçтарса кĕртмелли вăхăтра çумăр пĕр чарăнми çăвать. Кăçал районти хуçалăхсем 1272 гектар çĕрулми лартнă. Шел пулни те, паянхи куна 323 гектар çинчен çеç "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртме май килнĕ. Тĕслĕхрен, "Слава картофелю" агрофирма 314 гектар çĕрулми çитĕнтернĕ, асăннă лаптăкран 132 гектарне пуçтарса кĕртнĕ. "Комсомольские овощи" ООО-ра та лару-тăру çаплах. 140 гектартан 38-шĕ çеç тымарçимĕçрен пушаннă. Самарин фермер хуçалăхĕнче 102 гектартан çурри çинчен çĕрулмине пуçтарса илнĕ. Пухса кĕртнĕ çĕрулмин вăтам тухăçĕ кашни гектартан 249 центнерпа танлашать.                                                                                   Районта пахча çимĕç культурисене те кăларман. Хуçалăхсем кăçал хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, купăста, сухан, хĕвелçаврăнăш, куккурус çитĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче 130 гектар хĕвел-çаврăнăш акса ỹстернĕ, анчах та пĕр гектарне те пуçтарма май килмерĕ-ха. 866 гектар çинче ỹснĕ куккурусăн 129 гектарне кăна вырса илнĕ, силоса янă. Кун пек лару-тăру пулнине, çумăр пĕр чарăнмасăр çунине ас тумастăп.                                                          Вăхăт-вăхăт çанталăк уяртсан, çитĕнтернĕ пурлăха кăларса пухма май çитереттĕмĕр. Шанчăка çухатмалла мар. Çанталăк парсассăн май килнĕ таран пурте пĕрле пĕтĕм вăя çи-тĕнтернĕ пурлăха пухса кĕртнĕ çĕре ямалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика