АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пурнăçне татнă

20 сентября 2016 г.

     2016 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче пысăк преступлени пулнă. Уйрăм предприниматель патĕнче тăрăшакан 2 арçын хушшинче ним сăлтавсăр тенĕ пек хирĕçỹ пуçланнă. Вĕсенчен пĕри теприне сĕтеле шăлса илме ыйтнă, лешĕ вара килĕшмен. Пĕрремĕшне ку темшĕн тивĕçтермен. Вăл нумай шутласа тăман, отвертка алла илсе юлташне çурăмĕнчен темиçе хутчен чикнĕ. Кунпа кăна çырлахман ирсĕр арçын. Вăл ĕçтешне хĕнесе пĕтернĕ, алли-урине çыхса хунă, çăварне лентăпа çыпăçтарса автомашина багажникне чиксе хунă. Ялтан 10 километр кайса преступник арçынна машинăран кăларнă та тата темиçе хутчен кăкăрĕнчен отверткăпа чикнĕ. Йывăр сурансене пула инкек тỹснĕ арçыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.                                                                                                                                                                     Хура ĕç тунă çын вара хăйĕн тискерлăхне пытарас тĕллевпе вĕлернĕ арçынна чавса çĕре чикнĕ. Тепĕр кунхине начальникне преступлени пирки каласа парса право сыхлавĕн органĕсене кайса заявлени çырнă, хăйĕн ирсĕр ĕçĕ пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă.                                                                                                                                                  Преступление уçăмлатас тĕллевпе свидетельсене ыйтса пĕлнĕ, суд экспертизисем туса ирттернĕ, айăпа кĕнĕ ар-çынна психиатри экспертизи витĕр кăларнă. Экспертиза вара вăл преступление ăнлансах пурнăçланă тесе кăтартнă. Çавăнпа та Елчĕк район сучĕ ăна айăплă тесе йышăннă, 9 çула ирĕкрен хăтарма палăртнă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.                                                                                                                                А.ИВАНОВ, Патăрьелти следстви уйрăмĕн ертỹçи.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика