АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефонпа улталаççĕ

20 сентября 2016 г.

     Юлашки вăхăтра карас çыхăнăвĕн хатĕрĕсемпе тата Интернет сечĕпе усă курса тунă преступленисен шучĕ кашни кун ỹсет. Çынсене улталаççĕ, укçа-тенкĕсĕр хăвараççĕ.                                                                                                                 Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерỹсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те - банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Преступниксем пластик карточкăсем çинчи укçана парольсĕрех вăрлама та вĕренсе çитнĕ. Унпа пĕрлех çывăх çыннăр инкеке лекнĕ, ăна пулăшма ыйтса укçа-тенкĕ куçарса пама ыйтнă тĕслĕхсем те пĕрре кăна мар пулнă. Пĕр-пĕр вăйăра çĕнтернĕ е тата пысăк укçа-тенкĕ выляса илнĕ тесе пĕлтерекен СМС-хыпарсем те телефонсем çине килеççĕ. Чылайăшĕ савăнса çыру çыракансем мĕн ыйтнине тăвать те ултав серепине лекет. Çавăнпа та асăрхануллă пуласчĕ. СМС-хыпарсене ан хуравлăр, çывăх çыннăр патне шăнкăравласа сывлăхĕпе кăсăкланăр, банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр!                                                        Ултавçăсем тем тĕрлĕ майпа та усă курнă пирки нумайăшĕ пĕлет - кун пирки хаçатсем те çине-çинех çыраççĕ, телекурав асăрхаттарать. Анчах çынсем шăнман пăр çине çав-çавах ларса юлаççĕ. Акă, сентябрĕн 13-мĕшĕнче çеç Улатăр хулинче пурăнакан 59-ти хĕрарăм телефонĕ çине "Ваша карта заблокирована" тесе СМС-хыпар килнĕ. Хĕрарăм СМС-ра кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравланă, ултавçăсем мĕн тума хушнине веçех пурнăçланă та, карттă çинчи 9 пин тенкĕсĕр тăрса та юлнă. Шупашкар хулинче пурăнакан 60-ти хĕрарăм та ултавçăсен серепине лекнĕ. Унăн банк картти çинчен 3300 тенкĕ çухалнă.                                                                                                                                                                                   Граждансене тимлĕрех пулма, телефонпа е ытти майпа илекен информацие тĕрĕслеме сĕнетпĕр, лайăх палламан çынсене шанма юраманни пирки тепĕр хут аса илтеретпĕр. Иккĕленỹ çуратакан мĕнпур тĕслĕхре çийĕнчех полиципе çыхăнма ан ỹркенĕр. Ахаль телефонпа - 02, кĕсье телефонĕпе 020 е 102 номерсемпе шăнкăравламалла.                                                                                                                                            Г.КОКШИН, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика