20 сентября 2016 г.
Пенси тата социаллă тỹлевсемпе çыхăннă тема яланах актуаллă. Раççей Правительстви ку енĕпе çĕнĕ пуçарупа тухнă хыççăн пушшех те. Кун пирки РФ пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пĕлтерчĕ.
- Роза Алексеевна, республикăри 366 пин çын тĕрлĕ пенси илсе пурăнать. Федераци шайĕнче вĕсене мĕнле пулăшăва тивĕçет?
- Çĕршыври экономика лару-тăрăвне шута илсе Раççей Правительстви пĕрремĕш çур çулта ĕçлеймен пенсионерсене (кама пулăшу кирлĕ - çавсене) пулăшрĕ: январь уйăхĕнчен федерацирен куçакан социаллă хушма тỹлеве регионти пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк виçи таран пысăклатрĕç, инвалидноçпа, тăрантаракан çухатнипе, ватлăхпа паракан страховани пенсийĕсене февральтен 4 процент индексациленĕ.
Пенсионер ĕçрен тухсассăн заявлени памасăрах пенсие индексациленĕ виçепе илет, мĕншĕн тесен кирлĕ сведенисене Пенси фончĕ уйăхсерен ĕç параканăн отчетĕнчен пĕлсе тăрать. Енчен те пенсионер каллех ĕçе вырнаçсассăн унăн страховани пенсийĕ сахалланмасть. 2016 çулхи март уйăхĕнчен Чăваш Республикинче ĕçрен хăтăлнă 15,5 пин пенсионерăн пенсине индексациленĕ.
Социаллă пенсисене илес пулсан, вĕсене апрельте 4 процент индексациленĕ. Çак мерăсене йышăннипе ватлăхпа паракан страховани пенсийĕн вăтам виçи Чăваш Республикинче 11,9 пин тенкĕпе танлашнă, социаллă пенсийĕн - 7,5 пин тенкĕпе. Сусăр ачасене тата ачаран I ушкăн инваличĕсене тивĕçтерекен социаллă пенси 11,9 пин тенке çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, икĕ пенси илекенсен, вăтамран 31 пин тенкĕпе танлашать.
- Августра ĕçлекенсен пенсийĕсене шутласа панă. Унăн кăтартăвĕсем мĕнлерех?
- Августран ĕçлекен пенсионерсене страховани пенсийĕсене (3 бал таран шута илнисене) 2015 çулшăн шутланă. Чăваш Енре 91 пин çынна шутласа панă, хушма тỹлев вăтамран, малтанхи çулсенчи пекех, 136 тенкĕпе танлашнă. Пенси ỹстермешкĕн çулталăк вĕçлениччен 60 млн тенкĕ уйăрмалла.
- Тăватă çул каялла пенсин пухăнса пыракан пайне тỹлеме пуçларĕç. Çулсерен ăна ытларах та ытларах пенсионер тивĕçет...
- Пенсин пухăнса пыракан пайне тỹлени тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăшу пулчĕ. Чăваш Республикинче ăна çулталăк пуçланнăранпа 14 пин пенсионер - 175 млн тенкĕлĕх - тивĕçрĕ.
- Чылай пенсионерăн инвалидноç пур, вĕсем федераци льготникĕсем шутланаççĕ. Ку категорири граждансене те патшалăх пулăшать...
- Февральтен федераци льготникĕсене уйăхсерен паракан тỹлеве тата соцпакета 7 процент индексациленĕ. Чăваш Республикинче паянхи кун 104,5 пин федераци льготникĕ пурăнать. Вĕсене паракан вăтам тỹлев уйăхне 2,2 пин тенкĕпе танлашать. Соцпакет - эмел, транспорт тата санаторипе курорт пайĕсене шута илсе - 995 тенкĕпе танлашать.
- Апла тăк кашни пенсионер хушма тỹлеве тивĕçнĕ...
- Пĕтĕмĕшле çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пенси тата социаллă тỹлевсене Пенси фончĕн бюджетĕнчен 34 млрд тенкĕ ытла тăкакланă. 2 млрд тенкĕ ытла амăшĕн капиталĕпе çемьесене тỹленĕ.
- Раççей Правительстви 2017 çулхи январьте пенсионерсене пĕр хутчен 5 пин тенкĕ тỹлеме йышăну кăларчĕ...
- Статистика пĕтĕмлетĕвĕпе 2015 çулта инфляци 12,9 процентпа танлашнă. Каларăмăр ĕнтĕ, страховани тата социаллă пенсисене 4 процент индексациленĕ. Хушма йышăну тăрăх, уйрăмлăха пĕр хутчен 5 пин тенкĕпе компенсацилеме йышăннă - 2016 çулхи август-декабрь уйăхĕсемшĕн 1 пиншер тенкĕ.
- Апла тăк пенсие индексацилес вырăнне пĕр хутчен тỹлев тума йышăннă?
- Социаллă хỹтлĕхĕн кунашкал мерин лайăх енĕсем пурах. Пĕрремĕшĕнчен, вăл Раççейре яланах пурăнакан, пенси фончĕ енĕпе пенси илекен кашни çынна пырса тивет. Индексациленĕ пулсассăн социаллă пенси илекенсемшĕн тата ĕçлекен пенсионерсемшĕн ỹсĕм пулмастчĕ. Чăваш Енре пĕр хутчен тивĕçекен тỹлеве 366 пин пенсионер - пурĕ 1,8 млрд тенкĕ - илĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пĕр хутчен паракан тỹлев иккĕмĕш индексаципе чылай пенсионер тивĕçекен хушма тỹлевĕн вăтам виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен сахалрах илекенсемшĕн ку тупăшлăрах та, мĕншĕн тесен индексациленĕ хыççăн хушма тỹлев 1 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пулатчĕ. Пĕр хутчен паракан тỹлеве пенсионер харăсах ти-вĕçет - ку та пĕлтерĕшлĕ.
- 5 пин тенкĕ мĕншĕн шăпах январьте уйăрĕç?
- Раççей Правительствин федераци законне хатĕрлесе çитерме, Патшалăх Думин ăна пăхса тухма тата документсем йĕркелеме çакăн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Ăна январьте пенсипе пĕрле тỹлĕç.
- 2017 çулта пенсие мĕнле индексацилĕç?
- Кăçал индексаци вăхăтлăхчĕ. Çитес çул вара ăна законпа килĕшỹллĕн туллин индексацилеме планлаççĕ. Февралĕн пĕрремĕшĕнчен страховани пенсийĕсене Росстат кăтартă-вĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайне пăхса ỹстерме палăртнă. Социаллă пенсисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли вăтам виçе ỹсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç.
Источник: "Каçал Ен"