АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека фончĕ тата та пуянланчĕ

20 сентября 2016 г.

     Ача чухне эпир кашни эрнере ялти библиотекăна утаттăмăр: çĕнĕ кĕнеке илсе килмен-ши? Тен, интереслĕ журналăн черетлĕ номерĕ çитнĕ? Ун чухне вулав çуртĕнчен çын татăлмастчĕ: ачи-пăчи, ватти-çамрăкки, вăйпитти çынсем - нумайăшĕ библиотекăна çỹренĕ. Анчах самана улшăнăвĕсем халăха кĕнеке-хаçатран пистерме тытăнчĕç. Компьютер, интернет тапхăрĕ вăй илме пуçласан вулакансен йышĕ самаях чакрĕ, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç библиотека çулне такăрлатма пăрахрĕç пулин те, библиотекăсем вулакансене явăçтарас тесе тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ.

     Район библиотекин кĕнеке фончĕ ытларах ырă кăмăллă çынсем кĕнекесем илсе килнипе тулать. Парнелекенсем хушшинче - районта пурăнакансем те, килекен хăнасем те, вулакансем те, вырăнти паллă писательсемпе поэтсем те. Акă, çак кунсенче район тĕп библиотекин фончĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Хальхинче библиотекăна кĕнекесем парнелеме ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата социаллă политикăпа наци комитечĕн председателĕ Петр Краснов кăмăл тунă. Вĕсем ыйтнипе ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров 273 экземпляр кĕнеке илсе çитерсе библиотека ĕçченĕсене савăнтарчĕ.

    Анатолий Ильич, хăйĕнпе паллаштарнă май, ЧР Патшалăх Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки те туллин каласа кăтартрĕ. Унсăр пуçне вăл хăй Шăмăршă районĕн историйĕ пирки çырса кăларнă кĕнекине те парнелерĕ, унти хăш-пĕр сыпăксене те вуласа пачĕ.

    Библиотека директорĕ Инна Ядрова та тухса калаçнă вăхăтра чунтан савăннине пытараймарĕ.

    - Çĕнĕ, типографи сăррин шăрши те пĕтмен кĕнекесемшĕн эпир чăнахах та хĕпĕртетпĕр. Чăваш тата вырăс литературин произведенийĕсене аслисем те, вĕсен ачисем те савăнсах вулассинче пĕр иккĕленỹ те çук, паллах. Юрий Алексеевичпа Петр Степановича кĕнеке фондне пуянлатма пулăшнăшĕн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, çăмăл мар ĕçĕсенче пысăк ăнăçусем сунатпăр. Кĕнеке тусĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарасса шансах тăратпăр, - терĕ вăл.

                                                                                                                                                                   Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика