20 сентября 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертỹçисемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чăваш Республикинчи Пĕрлехи суйлав кунĕн малтанхи кăтартăвĕсене тишкернĕ, кун пирки Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков каласа кăтартнă. Пĕрлехи суйлав кунĕнче халăх йышлăн сасăлама кайнине, кăтарту 62 процент пулнине пĕлтернĕ. Çакă Раççейри вăтам кăтартуран пысăк пулнине асăннă. Александр Цветков суйлав комиссийĕн участокĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине палăртнă. "Единая Россия" партишĕн çынсен 52-53 проценчĕ сасăланă. КПРФ, ЛДПР тата "Справедливая Россия" партисемшĕн 10 процентран пуçласа 15 процента çити пулнине пĕлтернĕ. Пысăк ĕçе тивĕçлĕ, таса ирттерме витĕм кỹнĕшĕн пурне те - право хуралĕнче тăрăшакансене, обществăлла организацисене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене тав тунă. Суйлавра сăнав çирĕп пулнине, çак ĕçе пурĕ 6 пин сăнавçă хутшăннине, вăл шутран иккĕшĕ ОБСЕрен пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче çынсен правине хỹтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй органпа Чăваш Республикинчи Общество палати хастар хутшăннине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра сасăлав питĕ уçăмлăн, нимĕнле кăлтăксемсĕр, саккунпа килĕшỹллĕн иртнине каланă. - Халăх Раççей Президентне Владимир Путина, хальхи влаçра тăрăшакансене ĕненнине, вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерет, - тенĕ Михаил Васильевич.
Источник: "Каçал Ен"