16 сентября 2016 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр республика тулашне ĕçлеме кайма çынсене пуçтарас ĕçе малалла тăсать. Акă, 2016 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче центр 11 çынна ытти регионсене ĕçлеме янă.
Виççĕмĕш кварталта та ĕçсĕр ларакансене Волгоград, Воронеж, Вологда, Мускав, Владимир, Чулхула облаçĕсене яма палăртнă. Сентябрьте Дзержинск хулинчи мороженăй фабрикине çынсене яма май пур. Унти ĕç укçи 25000 тенкĕпе танлашĕ, шалăва уйăхра виçĕ хутчен аванслă майпа тỹлĕç. Асăннă фабрикăна кайма кăмăл тунисене пурăнмалли вырăна та килнĕ кунхинех уйăрса парĕç.
Мускаври "Красная линия" предприятире те упаковщицăсем çителĕксĕр. Санкт-Петербург хулинче салфеткăсем тăвакан çĕрте грузчике вырнаçма май пур. Ĕç укçи 27000 тенкĕ, пурăнмалли вырăнпа, апат-çимĕçпе тỹлевсĕрех тивĕçтерĕç. Ĕçе вырнаçас кăмăл тунă граждансен хăйсемпе пĕрле паспорт, ĕç кĕнеки, ИНН, страховой пенси свидетельстви, медицина учрежденийĕнчи справка пулмалла. Кашни уйăхра аванссем пулĕç, пĕтĕм ĕç укçине сезон вĕçленсен тỹлĕç.
Ĕçсĕр ларакан граждансене ушкăнсем тулса çитсен яратпăр. Тĕплĕнрех Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш кабинет адреспа ыйтса пĕлме пулать. Тел.: 5-13-79.
К.КОКШИН.
Источник: "Каçал Ен"