АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлесе çинĕ çăкăр тутлăрах

16 сентября 2016 г.

     Чăваш халăхĕшĕн ĕç авалтанах чи малти вырăнта пулнă. Ĕç çынна хисеп, илем кỹрет, чапа кăларать. Этем хăйĕн юратнă ĕçĕпе çемйине тăрантса пурăнать, хуçалăхне аталантарса пырать, ачи-пăчине пурнăçра хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕрентет, ватăсене хисеплеме хушать.

     Малалла сăмах Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Гурий Николаевич Чаржов çинчен пырĕ. Вăл 1942 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вĕсен çемйинче 7 ача пулнă. Çемье пуçлăхĕ, Николай Степанович, вăрçă нушине 1942-1945 çулсенче курса киле инвалид пулса таврăннă.

     Арçын ача малтан Йăлмахвари пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хирти Мăнтăрта ăс пухать. 1960 çулта Комсомольски ялĕнчи шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе вăтам пĕлỹ илет. Çамрăклах вăл техникăна юратнă, хăйне интереслентерекен ыйтусем çине ял библиотекинче нумай вăхăт хурав шыранă. Малалла вĕренме каймалли ĕмĕтне те пурнăçланă харсăр каччă, çав çулах Саратов облаçĕнчи Дергачев районĕнчи механизаторсен училищине вĕренме кĕнĕ. 1963 çулта училищĕрен вĕренсе тухса тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. 1965-1968 çулсенче Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă.

     Пĕлỹ илнĕ хыççăн çамрăк специалист "Знамя" колхозра вăй хунă. Хамăр ял хĕрĕпе Маруся Александровна Албутовăпа çемье çавăрнă. Хăйĕн юратнă ĕçĕнче арçын механизаторсем хушшинче хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Яланах мĕн пĕлнине, рационализаторла шухăшсене хăйĕн коллективне вăхăтра илсе çитерсе сỹтсе явма май тупнă Гурий Чаржов. Нумай хутчен колхоз ертỹçисенчен ырă сăмах илтме, Хисеп грамотисем, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна илме те тивĕçлĕ пулнă. Çак ĕçре 1999 çулччен чунне парса, тăрăшса вăй хунă.

     Малаллахи ĕç стажĕ "Дубрава" ЯХПКра инженер-механикре тăсăлнă. "Питĕ йывăр самана пуçланчĕ. "Знамя" колхоз виçĕ пая пайланчĕ, çĕрне кашни ялта пурăнакансене хамăртан ыйтмасăрах уйăрса пачĕç", - аса илет 74 çулхи Гурий Николаевич. Чăнах та, хуçалăхсем вăйсăрланнă, укçи-тенки çитсе пыман, техникăна çỹретмелле, çĕнни пирки шутламан та. Патшалăх енчен ял хуçалăхне пулăшу сахал уйăрнă. Ăста механизаторсем ĕç укçи вăхăтра илсе пырайманнипе хуçалăхран пăрахса кайма пуçланă. Анчах та мĕнле йывăр пулсан та вăл тăван хуçалăха чунтан парăннă çын пулса юлать. Техникăна палăртнинчен нумай çул ĕçрех хăварса усă кураççĕ Йăлмахвасем. Хăйĕн тивĕçне пурнăçласа пыма ĕçре пиçĕхсе опыт пуçтарнă специалист вăй-хал çитернĕ. "Ĕçлесе çинĕ çăкăр тутлăрах", - тет вăл кулса хăй çинчен аса илсе каласа панă вăхăтра.

    Паянхи кун Чаржовсем çем-йипе, ачисен телейĕпе савăнса килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачана ура çине тăратнă, çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ. Çичĕ мăнукĕпе, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе чăннипех те мухтанмалăх пур-çке. Вĕсем ашшĕ-амăшне манмаççĕ, килсех çỹреççĕ Йăлмахвана. Ватăсем те ахаль лармаççĕ, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Ĕçре чапа тухнă çынсемпе ял-йыш чăннипех те мухтанать.

                                                                                                                                                                       П.ЗАЙЦЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика