16 сентября 2016 г.
Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Минадора Даниловна Алякина çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çут тĕнчере тăхăр теçетке çул пурăнаканскер, пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă пулин те, кинемей нихăçан та пуçне усмасть. Кун пуçланнăшăн чунтан савăнать.
Уява ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем килсе çитнишĕн кинемей кăмăлтан хĕпĕртерĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов хисеплĕ ватта çуралнă кунĕ ячĕпе саламларĕç, салам открыткипе, парнепе чысларĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 90 çул тултарнă ятпа саламласа открытка янине пĕлсессĕн Минадора Даниловна куççульленмесĕр чăтаймарĕ. Президент юбилей ячĕпе саламласа Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче, кайран та йывăрлăхсене парăнмасăр ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă.
Минадора Даниловнăпа Николай Иванович Алякинсем 9 ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Паян ачисемпе мăнукĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ пулин те, тăван киле çитерекен çула манмаççĕ. Час-час килсе çỹреме ерçеймесессĕн вара амăшĕн сывлăхĕпе интересленсе шăнкăравлаççĕ.
Минадора Даниловна пурнăçри кашни саманта лайăх ас тăвать. Кинемейĕн телейĕ - ачисемпе мăнукĕсенче.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"