13 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Особенности теории и методики подготовки гиревиков высокого класса" семинар иртрĕ. Унта физкультурăпа спорт сферинче ĕçлекен 50 ытла специалист, кире спорчĕн Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн регионри уйрăмĕн руководителĕсемпе специалисчĕсем, муниципаллă районсен администрацийĕсен спорт уйрăмĕсен ертỹçисем, спорт шкулĕсен тренерĕсем, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Канаш районĕсенчи тĕп тата вăтам шкулсен физкультура учителĕсем, Комсомольски район администрацийĕн вĕрентỹ тата ял хуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕсем Надежда Петрова, Илдус Миннетуллин хутшăнчĕç. Семинарта Раççей Спорт министерствин "Федеральный центр подготовки спортивного резерва" учрежденин Атăлçи федераци округĕн республикăри инструктор-методисчĕ Ольга Букина та пулчĕ.
Семинара кире спорчĕн СССР спорт мастерĕ, "Чăваш Республикинчи кире спорчĕн федерацийĕ" обществăлла организацин председателĕ Юрий Карпов ертсе пычĕ.
Ольга Букина республикăри спорт резервне хатĕрлессин тытăмне модернизацилесси пирки каларĕ, спорт хатĕрленĕвĕн нормипе право тата методика тивĕçтерĕвĕн ыйтăвĕсемпе консультаци пачĕ. Кире спорчĕ Чăваш Республикинче еплерех аталаннипе вара ĕçпе спорт ветеранĕ Петр Сидоров паллаштарчĕ.
Кире спорчĕн тĕп тренерĕ Борис Глинкин республикăри кире спорчĕн пĕрлештернĕ командин 2015 - 2016 çулсенче Пĕтĕм Раççейри тата халăхсем хушшинчи кире спорчĕпе иртнĕ ăмăртусенчи çитĕнỹсем çинче чарăнса тăчĕ.
Çавăнпа пĕрлех семинарта сентябрĕн 24-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Раççей спорт мастерĕ Юрий Попов ячĕпе кире спорчĕн республикăри турнирне йĕркелесе ирттерес ыйтусем те малтисен йышĕнче пулчĕç.
Н.БЕЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"