АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхсен съезчĕ çĕр-çĕр çынна пуçтарчĕ

13 сентября 2016 г.

     Иртнĕ шăматкун Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен съезчĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей халăхĕсен ассамблейин совечĕн председателĕ Светлана Смирнова, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, ЧР культура, архив ĕçĕсемпе национальноçсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Константин Яковлев, Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава, Мускав хулин, Тĕп регионăн тата Чăваш Ен муфтийĕ, РФ Обществăлла палатин членĕ Альбир Крганов, РФ Обществăлла палатин членĕ Николай Дроздов тата ытти хаклă хăнасем хутшăнчĕç.

     Съезда пухăннисен театр фойинче республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе культурине туллин çутатса паракан выставка экспозицийĕсемпе паллашма май пулчĕ. Унта тутарсем чак-чак, халяльлĕ продукцие тутанма пачĕç,чăвашсем тĕрленĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ эрешсемпе тĕлĕнтерчĕç, вырăссем патĕнчен вĕсем çăпатасемпе карçинккасем мĕнле ăста тунине пăхмасăр иртсе кайма пулмарĕ.    

     Съезда Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков уçрĕ. Вăл пĕрремĕш хутчен иртекен çак мероприятин тĕп тĕллевĕ наци политикин, кăмăл-сипетпе чун пархатарĕн малашнехи аталанăвĕ пулнине пĕлтерчĕ.

     Съезда хутшăнакансене ырă суннă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра 128 национальноç, 8 этникăлла ушкăн тата 14 конфессин представителĕсем пурăннине пĕлтерчĕ.

     - Чăваш Енре пурăнакан нумай нациллĕ халăх тăрăшнипех, социаллă тĕллевлĕ политикăна пула юлашки 100 çул хушшинче пирĕн республика никам та пĕлмен инçетри вырăнтан инновациллĕ, динамикăлла аталанакан, пурăнма хăтлăхлă регион пулса тăнă, - çирĕплетрĕ Михаил Васильевич.

     Республикăра кашни çулах ĕç климачĕ лайăхланса пырать, бизнеса аталантарма та пĕтĕм услови пур, çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсен шучĕ тата ĕç укçи те ỹсет. Çавăнпа пĕрлех Михаил Васильевич промышленноçпа ял хуçалăх производствинчи çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ, республикăн инновациллĕ ĕç-хĕлĕ, ача сачĕсемпе шкулсем тăвас е реконструкцилес масштаблă программăсем пирки каласа пачĕ. Медицина сферинче те çитĕнỹсем самай, халăха медицина пулăшăвĕпе çỹллĕ шайра тивĕçтерес енĕпе те правительство нумай ĕçлет, пысăк технологиллĕ çĕнĕ медицина учрежденийĕсем те уçăлаççĕ.

     Наци пĕрлĕхĕн темине малалла Раççей халăхĕсен ассамблейин совечĕн председателĕ Светлана Смирнова тăсрĕ. Вăл каланă тăрăх, паянхи кун малти рете Раççейри гражданла пĕрешкеллĕхе йĕркелесси, Раççей халăхĕсен чун-чĕмлĕхлĕ пĕрлĕхне çирĕплетесси тухса тăрать.

     Варнава митрополит хăйĕн сăмахĕнче чăваш çĕрĕ çинче 40 çул ĕçленĕ вăхăтра республикăра тĕрлĕ конфессисен представителĕсем килĕштерсе пурăннине темиçе хутчен те çи-рĕпленнине палăртса хăварчĕ. Мускав хулин муфтийĕ Альбир Крганов Чăваш Республикинче пурăнакан пĕтĕм халăхсен наци культурине, литературипе наци хăйнеевĕрлĕхне сыхласа пурăнни савăнтарнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа пĕрлех съездра обществăлла тĕрлĕ наци пĕрлешĕ-вĕсен представителĕсем те тухса калаçрĕç. Тĕлпулу вĕçĕнче вара Чăваш Республикин халăхĕсен ассамблейине йĕркелесе яма йышăнчĕç, ассамблея председателĕ пулма Лев Куракова шанчĕç.

       2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх, районта 25 наци представителĕсем пурăнни паллă. Вĕсенчен йышлăрах пурăнакансем - украинсем (32), эрменсем (20), мордвасем (15), чикансем (14), çармăссем (11), таджиксем (10), белоруссем (8), узбексем, молдавансемпе казахсем (6-шар), пушкăртсем (5), комисем (4), еврейсем, турккăсемпе азербайджанецсем (виçшер), удмуртсем (2). Коми-пермяксем, кореецсем, нимĕçсем, поляксем, хантсем, эстонецсем пирĕн районта пĕрер çын. Чи нумай наци, паллах, чăвашсем - 18152 çын, вырăссем - 1201 çын, тутарсем - 7370-ĕн.

     Алена ПОЛЯКОВА, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн заведующийĕ, съезд участникĕ: Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен съезчĕ тĕрлĕ халăхсен наци культурин пуянлăхĕпе, вĕсен религийĕпе туллин паллашма май пачĕ. Вăл миçе тĕрлĕ тата хăйнеевĕрлĕ нацисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннинче Раççей вăйĕ пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ. Пирĕн пурин те ура çинче çирĕп тăракан, вăйлă Раççейре, аталансах пыракан Чăваш Енре пурăнас килет. Республика территори-йĕнче пурăнакан 128 национальноçăн культури, чĕлхи, йăла-йĕрки вара - пирĕн пахаран паха пуянлăх. Çакăн евĕр мероприятире халăхсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, нацисем хушшинчи туслăх та çирĕпленет. Çавăнпа та съезд тăтăшах иртессе шанас килет.

                                                                                                                                                                   Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика