АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ документ

09 сентября 2016 г.

       Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 17-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи вырăнти суйлав комиссийĕсенче çирĕплетекен удостоверени параççĕ. Суйлавçă унпа усă курса авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршыври кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлава хутшăнма пултарать.

       РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйламашкăн çирĕплетекен удостоверенине пирĕн республикăра 265 пин çын илнĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама кăшт сахалрах, пурĕ 38 пин, удостоверени хатĕрленĕ.

      Çак документа илес текенсен шучĕ вара суйлавччен 10 кун юлсан ытларах ỹсет. Авăн уйăхĕн 7-мĕ-шĕнчен удостоверенисене суйлав участокĕсенче те пама пуçланă. Илнĕ документа çухатма е каялла тавăрса пама юрамасть, ăна тепĕр хут памаççĕ.

       Пĕр-пĕр сăлтава пула вырăнти суйлава хутшăнма пултарайманнисем район администрацийĕнче вырнаçнă суйлав комиссийĕнче е вырăнти суйлав участокĕсенче удостоверени илме пултараççĕ. Тĕплĕнрех 5-13-35 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика