09 сентября 2016 г.
Хĕвел ăшшиллĕ хĕрарăм
Çак сăмахсем Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакан Зоя Михеевăна тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. Ырă кăмăл, ăшпиллĕх унра çăлкуç шывĕ пекех тапса тăраççĕ. Тĕлĕнетĕн те: пурнăçĕнче хура-шурне çителĕклех астивнĕ пулин те, чун-чĕрипе хытман Зоя Яковлевна, кăмăлĕпе çеç çирĕпленнĕ.
Пултаруллă та пуçаруллă хĕрарăм Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вырăнти шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн "Восток" колхозра диспетчерта тăрăшма пикеннĕ. Унта 5 çул ĕçленĕ вăл. Каярах хăйĕн пурнăçне колхоз фермипе çыхăнтарнă, тивĕçлĕ канăва кайичченех Зоя Яковлевна ĕне сăваканта ĕçленĕ.
Çынсем çавăн пек пулма пултараççĕ-ши, тĕлĕнетĕп эпĕ Зоя аппа çине пăхсан. Мухтанă пек те, анчах ырă сăмах кăна калас килет. "Яланах сăпайлă. Çынсене кирек хăçан та пулăшма ха-тĕр. Вăр-вар та пуçаруллă",-çаксем пĕтĕмпех унăн çывăх тăванĕсемпе юлташĕсен сăмахĕсем. Вĕсем çумне хушса та, кăларса пăрахса та пĕр сăмах та калаймăн. Чăннипех те хăй ĕçне пĕлсе тунă вăл, вăхăтра пурнăçланă, яланах малтисен йышĕнче пулнă.
Юрра-ташша ăста хĕрарăм Хырхĕрри ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Палан" фольклор ушкăнне çỹрет. Вăл çĕленĕ-тĕрленĕ çи-пуçпа "Палан" сцена çине тухать, куракансене савăк кăмăл парнелет. Ахальтен мар ĕнтĕ Зоя Михеевăна таврари паллă алă ăсти теççĕ.
Зоя Яковлевна мăшăрĕпе, Евгений Алексеевичпа, 1977 çултанпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăтлă çурт, хуралтăсем пур. Пĕрре те пушă лармаççĕ вĕсем. Çу кунĕсенче пахчара ĕçлеççĕ, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ. Зоя аппа вара, кăмпа-çырла пуçтарма кăмăллакан-скер, вăрмантан тухма та пĕл-мест пулĕ, хĕле валли тĕрлĕ çи-мĕçсем хатĕрлет, варени пĕçерет, кăмпа тăварлать.
Евгений Алексеевич ĕмĕ-рĕпех колхозра водительте тăрăшнă. Хăйне вăл лайăх енчен çеç кăтартнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та автомашина рульне алăран яма васкаман. Телейлĕ мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Ачисемпе, 4 мăнукĕпе чунран савăнаççĕ аслисем, мăнаçланаççĕ те.
Телейлĕ, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан çемьере çапла пулмалла та. Канмалли кунсенче, уявсенче Михеевсен çурчĕ ĕç шавĕпе, савăк кулăпа тулать, ачисемпе мăнукĕсем çĕнĕ вăй-хăват хушаççĕ. Пултаруллă хĕрарăм çак кунсенче сумлă юбилейне паллă тăвать. Ĕмĕр тăршшĕпе юратнă ĕçне парăнса ĕçленĕ вăл, канăва кайсан та аллисене усса лармасть. Малашне те пăрчăкан пек вăр-вар пулма вăй-хал сунатăп.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"