09 сентября 2016 г.
Ял çыннине паян мĕн калаçтарать? Сĕт хакĕ. Ялта пурăнакан вун-вун çемье-шĕн тĕп тупăш çăлкуçĕ пулнăран, уншăн тỹлекен кашни пус шутра.
Тĕслĕхрен, сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне районти халăхран сĕтĕн пĕр килограмне вăтамран 16-17 тенкĕпе пуçтараççĕ. Сĕт тирпейлекен предприятисем ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчен сĕте, пахалăхне кура, 19-20 тенкĕпе туянаççĕ. Çавăнпа та сĕт пуçтаракансене, пурне те, сĕте çу хисепне кура туянма сĕнесшĕн. Пĕр килограмшăн вăтамран 17 тенкĕрен кая мар тỹлемелле.
И. МИННЕТУЛЛИН.
Источник: "Каçал Ен"