АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсем съезда пуçтарăнаççĕ

09 сентября 2016 г.

Учительсем съезда пуçтарăнаççĕ

Ялти шкулта вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри III съезчĕ авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулинче иртет.

Хальлĕхе пĕлтернĕ тăрăх, унта Раççейри тĕрлĕ регионти 250 ытла çын килмелле. Вĕсен йышĕнче субъектсенчи вĕренỹ управленийĕн органĕсен тата вĕренỹ организацийĕсен ертỹçисем, ялти вĕрентекенсем пулĕç.

Кăçалхи съездра "Ял шкулĕнчи вĕрентекен - Раççейри вектор аталанăвĕнче" тема тавра калаçĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ темăпа 6 дискусси площадки ĕçлĕ тата пленарлă канашлура ял шкулĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явĕç.

Пĕтĕм Раççейри съезда районти педагогсем те хутшăнаççĕ, 9 çынран тăракан делегаци тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнă çĕре хутшăнĕ, ыттисен паха опычĕпе паллашĕ.

I съезд 2012 çулта РФ Патшалăх Думинче иртнĕ, иккĕмĕш съезда 2014 çулта Тамбов облаçĕнче йĕркеленĕ. Сĕт хакне ỹстермелле Ял çыннине паян мĕн калаçтарать?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика