09 сентября 2016 г.
Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, шăматкун, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен съезчĕ иртет. Аслă Пухура республикăри вун-вун халăх представителĕсен культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатаççĕ. Съезда Комсомольски район делегацийĕ те хутшăнĕ. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пĕр йышри пек килĕштерсе пурăнать.
Алексей САМАРКИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Чи малтанах пирĕн тăрăхра темиçе çĕр çул ĕнтĕ чăваш, тутар, вырăс халăх çыннисем килĕштерсе пурăннине, ĕçленине палăртса хăвармалла. Кашни халăх несĕлсен тымарĕпе пуян, йăла-йĕрке ăруран-ăрăва куçса пырать. Ыран вара Чăваш Енре пурăнакан халăхсен съездне ирттерни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă çынсене пĕрлештерет, йăла-йĕркене, чĕлхене, культурăна упрама вĕрентет.
Надежда ПЕТРОВА, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ:
- Чăваш çĕрĕ пултаруллă, маттур çынсемпе пуян. Мĕн ĕлĕкренех ялсенче пурăнакансем çĕрпе ĕçленĕ, тыр-пул ỹстернĕ. Хăйсен çăмăл мар ĕçĕпе вĕсем çемйисене тăрантарнă, хуçалăхне аталантарнă. Эпир районта пурăнакан халăхсем хăйсен йăли-йĕркине упраса хăварма пултарнипе мăнаçланатпăр. Пирĕн ачасем тăван чĕлхепе юратса калаçаççĕ, асатте-асаннесен йăли-йĕркине лайăх пĕлеççĕ.
Ферит ГИБАТДИНОВ, "Республикăри тутарсен наципе культура автономийĕ" обществăлла организаци председателĕ:
- Республикăра тĕпленнĕ тутарсем питĕ хăтлă пурăнаççĕ. Çак тăнăçлăхшăн тутарсен наципе культура автономийĕпе мăсăльмансен тĕн управленийĕ те нумай тăрăшаççĕ. Муниципаллă пĕрлĕхсенче вунă ытла вĕренỹ организацийĕ, тутар шкулĕсем, ача сачĕсем, культурăпа спорт учрежденийĕсем, 50 ытла мечет ĕçлет.
Чăваш Енри халăхсен Ассамблейи республикăра пурăнакан халăхсемпе ĕçлессине кирлĕ пек палăртатех. Пĕтĕм халăхсен интересĕсене пĕр тытăма пĕрлештерни пире тăнăçлăхра пурăнма май парать. Съезд халăхсен культурине, йăли-йĕркине малашне тата вăйлăрах аталантарма вăй парасса кĕтетпĕр. Чăваш Енре 128 халăх тата 8 этника ушкăнĕн çыннисем пурăнаççĕ. Республикăри 16 халăх çынни 34 наци культура автономине, обществине чăмăртаннă.
Источник: "Каçал Ен"