09 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă.
Вăл сиплев учрежденийĕсене уçма хутшăннă. Алькеш поселокĕнчи Болгарстрой урамĕнчи 11-мĕш çуртра 1-мĕш хула клиника больницин 2-мĕш пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕ тата Шупашкарти 3-мĕш ача-пăча больницин ачасен поликлиники уçăлнă.
"Микрорайонта пурăнакансем малашне инçе çỹремесĕр тата вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарĕç", - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ятпа йĕркеленĕ уява уçнă май. Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Республикинче медицина вăйлă аталаннине, хăш-пĕр кăтартупа вара çĕршывра малтисен йы-шĕнче пулнине палăртнă.
Çĕнĕ поликлиникăна 8 пин çын çỹрет. Талăкра çитĕннĕ 280 пациента, 100 яхăн ачана йышăнма палăртаççĕ. Пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама мĕн кирли йăлтах пур унта. Республикăри диспансер пысăк квалификациллĕ онкологи пулăшăвĕ паракан сиплев учрежденийĕ шутланать. Халĕ вара тата сиплев учрежденийĕн ултă хутлă хирурги корпусне хута ячĕç.
Федераци программин пулăшăвĕпе учреждение хута яма 363 миллион ытла тенкĕ уйăр-нă. Корпусра онкохирургин виçĕ уйрăмĕ ĕçлет. Операци пỹлĕ-мĕсене видеохатĕрсем вырнаçтарнă. Вĕсем пулăшнипе Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕн специалисчĕсемпе çыхăнса йывăр чирлĕ пациентсем тĕлĕшпе канашлама, хирурги енĕпе ăсталăх класĕсемпе вĕренỹ проек-чĕсене йĕркелеме май килет.
Вероника Игоревна Чăваш Енри онкологи службин специалисчĕсем курăмлă ĕçленине пĕлтернĕ, вĕсен ĕçне пысăк хак панă. - 2018 çул тĕлнелле тĕрлĕ шыçă чирĕсемпе кĕрешме таргет терапине ĕçе кĕртме палăртнă. Малашне ядерлă медицина аталанăвне çул парасшăн. Çĕршывра çак тĕллевпе икĕ-виçĕ лапам кирлĕ. Чăваш Енĕн те ку енĕпе инноваци лапамĕ пулма майсем çителĕклĕ, - тенĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе иртнĕ кунсенче Чăваш Республикине реанимобиль килнĕ. ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова çитес вăхăтра тата 12 автомобиль килессине пĕлтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"