06 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 9-10-мĕшĕсенче Чăваш Енри интернат-шкулсенчи, ача-пăча çурчĕсенчи ачасем "Спортивный Олимп Поволжья" спартакиадăна хутшăнаççĕ. Асăннă спартакиада - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе пурнăçланакан "Вернуть детство" проектăн пĕр пайĕ.
Округри спартакиада Çĕнĕ Шупашкар хулинчи олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш номерлĕ шкулĕнче иртет. Унта тĕрлĕ округсенчен килсе çитнĕ 300 ытла ача вăй виçĕ. 13-18 çулхи вĕренекенсем мини-футбол, стритбаскет, волейбол, дартс, шашка, сĕтелçи теннис вăййисенче тупăшĕç, ишсе ăмăртĕç.
Вĕренекенсем пушă вăхăтра Чăваш Республикин хитре вырăнĕсемпе паллашĕç, экскурсисенче пулĕç, музейсене çитĕç.
Источник: "Каçал Ен"