АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрьте тĕпчев пулать

06 сентября 2016 г.

         2010 çулта Раççей Правительстви халăх хушшинче тăтăшах ыйтăм йĕркелес енĕпе йышăну тунă. Анлă тĕпчевсенчен пĕрне шăпах кăçалхи октябрь уйăхĕнче йĕркелемелле. Ун чухне Раççей Федерацийĕнчи пур субъектра пурăнакансен пурнăç условийĕсене ыйтса пĕлеççĕ. Кун пек тĕпчев 2014 çулта пĕрремĕш хутчен иртнĕ.  

   Кăçалхи ыйтăма Раççей çемйисем мĕнле пурăннине, çурт-йĕр условийĕсемпе паллашас, çынсем вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, транспорт, суту-илỹ, йăла ыйтăвĕсемпе кăмăллă пулнине, ĕç услови-йĕсене пĕлес, социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтернине, пушă вăхăта епле ирттернине ыйтса пĕлес тĕллевпе йĕркелеççĕ.   Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕршывра демографи тата социаллă политика мерисене йышăннă чухне усă кураççĕ.

   Тĕпчев Чăваш Республикинчи 540 кил хуçалăхне пырса тивет. Вĕсенчен 297-шĕ - хуларисем, 243-шĕ - ялтисем. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Куславкка хулисенче, Патăрьел районĕнчи Ыхраçырминче, Вăрнар районĕнчи Шĕнер Ишекре, Йĕпреçре - Шăрттанта, Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелтемре, пирĕн районти Çĕнĕ Мăратра, Муркаш районĕнчи Кашмашра, Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче, Шупашкар районĕнчи Чаканарта, Етĕрне районĕнчи Эмекассинче тĕпчев пулать. Ыйтăма Чăвашстат ĕçченĕсем кашни киле пырса ирттереççĕ, вĕсем кил хуçисене, ачасене ыйтусем çине хуравлама ыйтаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика