06 сентября 2016 г.
2016 çулта Чăваш Енре пурăнакан 4171 çынна пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 80 процентне республикăра вырнаçнă медицина учрежденийĕсенче илнĕ.
Иртнĕ çулхи çак тапхăрта пулăшупа тивĕçтернисем регионра 3932 пулнă. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнче çавăн пекех республикăна ОМС территори фондне хушма 53,2 млн тенкĕ çитни пирки пĕлтереççĕ. Ăна федераци медучрежденийĕсене ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ сиплевпе тивĕçтерме усă курĕç. "Травматологи", "офтальмологи" профильсемпе вĕсем стационарсенче талăкĕпех кỹрекен пулăшу виçи 701 квота чухлĕ ỹсĕ.
Источник: "Каçал Ен"