02 сентября 2016 г.
Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те, вĕрентекенĕсем те пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ, çĕршывра, республикăра пулса иртекен пулăмсенчен айккинче юласшăн мар.
Акă, сăмахран, ял хуçалăх перепиçĕ пĕр уйăха пычĕ. Вĕрентекен сĕннипе "Манăн тăван ялăм" темăпа перепиçе халалласа шкулта ял хуçалăх техникин моделĕсен выставкине йĕркелерĕç. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Роман Иванов хăй ăсталанă "Нива" комбайн макечĕпе выставкăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Дмитрий Степанов вара гусеницăллă трактор макечĕпе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вăл та 7-мĕш класра пĕлỹ пухать. Выставкăна хутшăннисенчен чи кĕçĕнни - Даниил Маркиданов. Виççĕмĕш класра кăна вĕренет пулсан та, "Алтаец" гусеницăллă тракторăн макетне выставкăна тăратнă. Вăл - виççĕмĕш призер.
В.САЛАЕВ.
Источник: "Каçал Ен"