АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсса пулă тытнăшăн - штраф

02 сентября 2016 г.

Нумаях пулмасть 32 çулхи В. тата 37 çулхи Л. гражданинсене пулă тытас шухăш кĕрсе кайнă. Анчах та вĕсем вăлтапа тытас вырăнне серепе лартма калаçса татăлнă. Шутланă, тунă... Çапла майпа икĕ юлташ ирхине 6 сехет еннелле Хирти Явăш ялĕ çывăхĕнчи пĕвене çул тытнă. Кунта пулăсем нумай пуçтарăнакан вырăн пулнă иккен. Серепе вара пулăсене тата шыври ытти чĕрчунсене массăллă майпа пĕтерекен хатĕр шутланать. Çавăнпа та 2014 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Атăлçи-Каспи пулă хуçалăхĕ çирĕплетнĕ правилăсем тăрăх серепепе пулă тытма юрамасть.

В. тата Л. гражданинсене ку правилăсем те чарман, пулла серепепе тытма пикеннĕ вĕсем. Анчах та пĕве тăрăх нумай та каяйман, браконьерсене РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн сотрудникĕсем тытса та чарнă.

Тунă преступленишĕн икĕ "пулăçа" Елчĕк район сучĕ Уголовлă Кодексăн 256 статйин 3-мĕш пайĕ тăрăх айăплă тесе йышăннă, В.-на - 50000, юлташне 80000 тенкĕ штраф тỹлеттерме палăртнă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

В.НИКОЛАЕВ,

район прокурорĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика