АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир - мирлĕ пурнăçшăн

02 сентября 2016 г.

Раççей Федерацийĕнче сентябрĕн 3-мĕшĕ - терроризмпа кĕрешмелли кун. Ăна Бесланра 2004 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче пулса иртнĕ терактпа çыхăнтарнă. Çав хăрушă вăхăтра, террористсене пула, 300 ытла çын вилнĕ, вĕсем хушшинче - 150 ача, 500 çын йывăр аманнă. Вилнисемпе аманнисен йышĕнче мирлĕ пурнăç çыннисем, ачасем, çар тивĕçне пурнăçлакансем пулнă.

Çавна май çак кун çĕршывра тĕрлĕ асăну мероприятийĕсем иртеççĕ. Мероприятисенче ачасем питĕ хастар. Вĕсем уçă уроксене хутшăнаççĕ, терроризм мĕн чухлĕ сиен кỹме пултарнине сỹтсе яваççĕ. Калаçу хыççăн кашниех хăйне валли терроризмран хăрама юраманнине, кашни пăтăрмахра тимлĕ тата асăрхануллă пулмаллине ăнланса илет.

Хăçан та пулин терроризм сăмахпа пачах усă курмасса шанатпăр. Пирĕн пĕр тĕллев - çитĕнекен ăру терроризм мĕнне нихăçан та ан пĕлтĕрччĕ. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пултăр!

Д.ГАЛКИН,

район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика