02 сентября 2016 г.
Пирĕн Тăван çĕршыв историйĕнче хаяр вăрçă кунĕсем хура тĕспе çырăнса юлнă. Вĕсем хушшинчи чи хăрушă, чи нумай юн тăктарнă иккĕмĕш тĕнче вăрçи кашнин асĕнче. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи 1931 çулта пуçланнă тесе шутлаççĕ пулсан, 14 çул хушшинче тĕнчипе 100 миллиона яхăн çын пуçне хунă. Чи нумай тăкак Китай çĕршывĕ тỹснĕ - 35 миллион çын, ун хыççăн Совет Союзĕ - 27 миллион...
Нумай çула тăсăлнă вăрçă вĕçленнине сентябрĕн 2-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. 2010 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче "О днях воинской славы и памятных датах России" Федераллă саккун статйине улшăнусем кĕртсе сентябрĕн 2-мĕшĕнче Раççей çар мухтавĕн кунне паллă тума çирĕплетнĕ.
2010 çултанпа вара Çар мухтавĕн кунĕ патшалăх уявĕсем хушшинче официаллă майпа çирĕпленсе юлнă. Çакăн пек майпа патшалăх вырăс халăхне фашистла Германие çĕнтернисене, тĕлĕнмелле хăрушсăрлăхпа паттăрлăх кăтартнă, яланлăхах мухтав сăмахĕсене тивĕçнĕ, 1941-1945 çулсенче вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă салтаксем пирки аса илтересшĕн.
Сентябрĕн 2-мĕшĕ - Çар мухтавĕн кунĕ - пирĕншĕн, паян пурăнакансемшĕн, тăнăç пурнăçшăн кĕрешнисене тав сăмахĕ каламалли кун. Ирсĕр тăшманпа çапăçнă паттăрсен ячĕсене пирĕн пĕлмелле, яланах асра тытмалла. Ытла та хака ларнă-çке совет çыннисемшĕн çак вăрçă. Вăл Тăван çĕршыв пуласлăхне татса панă. Вăрçăра пуç хунисене, унтан таврăнсан пурнăçран уйрăлнисене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, хаяр кунсенче иккĕмĕш фронтри тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене, халĕ пурăнакансене малашне те хисеплесе нихăçан та манас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"