АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсем валли - микроавтобус

02 сентября 2016 г.

Районти культура ĕçченĕсем куракансене тăтăшах хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Çавăн пекех вĕсем тĕрлĕ ялсене çитеççĕ. Май килнĕ чухне вара республика тулашне те тухса çỹреççĕ.

Паянхи кунччен инçе çула тухас тесен чи малтанах автотранспорт ыйтăвне татса парасси пирвайхи ĕçсенчен пĕри пулнă. Халĕ вара культура ĕçченĕсем çула тухма хăрамаççĕ. Августăн 29-мĕшĕнче артистсем "NEXT" микроавтобуслă пулчĕç. Çак саманта вĕсем тахçантанпах кĕтнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин микроавтобус çăраççине парнеленĕ чухне вĕсем парнешĕн ахальтен мар тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

- Микроавтобус туянса пама май çитернĕшĕн эпир чунтан тав тăватпăр. Малашне инçе çула кĕскетсе тĕрлĕ çĕре çитсе куракансене юрă-ташăпа ытларах та ытларах савăнтарăпăр. Тавах! - терĕ тулли кăмăлпа районти пĕрлештернĕ культура учрежденийĕсен директорĕ Мария Илларионова, çăраççине алла илнĕ май.

Культура ĕçченĕсем чăннипех те савăнни куç умĕнчех. Вĕсен сăн-пичĕ хаваслă кулăпа тулнă. Пысăк парнешĕн епле хĕпĕртемĕн?

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика